Республика Президенчĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле тăрăхĕнче пулнă

Çак кунсенче республика Президенчĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле тăрăхĕнче пулнă. Чи малтанах Вырăс Улхашра ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем валли çĕкленĕ нумай хваттерлĕ хăтлă çурта çитсе курнă. Палăртма кăмăллă: патшалăхăн тăлăх ачасене социаллă пулăшу памалли программи Çĕмĕрле районĕнче ăнăçлă пурнăçланать. Кăçал кунта 13 çамрăк хваттер илмелле. Президент аллинчен хваттер уççисене Евгенипе Юрий Кузьминсем, Андрей Кудрявцев, Татьяна Груданова тата Наталья Охтишкина илме тивĕçлĕ пулнă. Михаил Васильевич тăлăх ачасене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси малалла та тĕллевлĕ пулса пырассине палăртса хăварнă. Кăçал республикăра 334 çамрăк пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулĕ. Вырăс Улхашра пурăнакансемпе тĕл пулнă май Президент чылай ыйтăва хуравланă. «Шумерлинская» агрофирма уй-хирĕнче республика ертÿçи топинамбур лартса ÿстерес ыйтупа паллашнă. Вăл каланă тăрăх Л.Лебедев сенатор Чăваш Енре çĕнĕ çак культурăна лартса ÿстерес ĕçе кредит мелĕпе 2 млрд тенкĕ инвестици хывать. Паха опыт Çĕмĕрле тата Куславкка районĕсенче пур ĕнтĕ. Çĕнĕ культурăпа апат-çимĕç хушăмĕ тума, инулинпа пектин кăларма усă курĕç. Çак ĕçе çитес çулхи авăн уйăхĕнче пуçăнма палăртнă. Президент Çĕмĕрле районĕн экономикăпа социаллă аталанăвĕн 7 уйăхри кăтартăвĕсем тăрăх канашлу ирттернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мурашкин вырма ĕçĕсемпе, экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн уйрăмлăхĕсемпе тата инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕнипе паллаштарнă. Михаил Игнатьев Çĕмĕрле районĕн 2020 çулчченхи Стратеги аталанăвĕн кăтартăвĕсене пурнăçлас енĕпе çине тăрарах тăрăшмаллине уйрăммăн палăртнă, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçине ÿстермелли çинче чарăнса тăнă, Чăваш Енре макроэкономика кăтартăвĕсем лайăхланнине палăртнă. Президент Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен заводне çитсе курнă, «Проектэлектроника» ОООра оборудование монтаж тунипе паллашнă. Заводăн тĕп директорĕ Людмила Макеева малашлăх тĕллевсем, çар валли çĕнĕ саккассем пурнăçлама тытăнасси çинчен калаçнă. Республика ертÿçи вĕсене тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, ăнăçу суннă.Çĕмĕрле хулинче шкул çулне çитмен 1000 ача садике кайма черетре тăрать. Кĕçех, юпа уйăхĕнче, 270  ача ача садне çÿреме тытăнĕ. Хула çыннисемпе урамра тĕл пулнă май вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене хуравланă. Çынсем Президент ачисем чăвашла пĕлнипе тата çемьере тăван чĕлхепе пупленипе те кăсăкланнă. «Атте-анне чĕлхинчен хакли çук, çемьере пурте чăвашла пĕлнĕрен хутшăнусене те тăван чĕлхепех йĕркелетпĕр», - тенĕ республика ертÿçи. Хулари 2-мĕш шкулта пулнă май Михаил Васильевич пĕрремĕш классем вĕренмелли пÿлĕмри автоматизаци тытăмĕпе паллашнă. «Çĕмĕрле хули тĕпрен илсен ăнăçлă аталанать. Эпир пулăшма хатĕр, анчах муниципалитетăн çĕнĕ ÿсĕмсем пулмалла», - тенĕ Президент хула аталанăвĕн кăтартăвĕсем тавра йĕркеленĕ канашлура.



26 августа 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter