Чăваш Ен Президенчĕ: "Таса шыв" программипе килĕшӳллĕн Чăваш Ене 467,5 миллион тенкĕ пăхса хăварнă".

Паян, çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев йăлана кĕнĕ тăрăх, ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Чи малтанах канашлăва пухăннисене Чăваш Ен Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Правительстви «Таса шыв» программипе килĕшӳллĕн 24 региона 3 млрд. тенкĕ уйăрма алă пусни çинчен хыпара пĕлтернĕ. Вĕсен шутĕнчен Чăваш Республикине 467,532 миллион тенкĕ куçĕ. Вăл укçасене Вăрнар, Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенче шывпа тивĕçтермелли объектсене тума куçарма шутлаççĕ. Çак палăртнă районсенче шывпа тивĕçтерме тĕллев лартнă. «2012 çулта Вăрнар районĕнче таса шывпа усă курма та пуçлĕç»,- палăртнă республика ертӳçи. Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов 2011 çулта нумай хутлă çуртсене тата çавăн пекех вĕсен территорисенчи лаптăксене юсав ĕçĕсем туса ирттерни çинчен тĕплĕн каласа хăварнă. Михаил Игнатьев «Единая Россия» партийĕн «Раççейри хуласенче çĕнĕ çулсем» программипе килĕшӳллĕн федераци бюджетĕнчен 344 миллион тенкĕ, хамăрăн хулари вырăнти бюджетран 48 миллион тенкĕ куçарма палăртни çинчен каласа хăварнă. Çак палăртнă 392 миллион тенкĕпе Шупашкарта 241 çуртсен территорийĕсене илемлетнĕ çĕре кайĕ. Республикăри уй-хир ĕçĕсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тĕплĕн паллаштарнă. "Паянхи кун тĕлне пурĕ 233 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырма ĕлкĕрнĕ. Вĕсенчен 542 пин тонна тĕшĕленĕ. Вырма ĕçĕсене республикăра, çак кунсенче тăрăшса ĕçлесен нумай хуçалăхра пĕтерме те пултарĕç",-тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов. «Иккĕмĕш çăкăра» çĕр улмине пухса кĕртессипе республикăра лару-тăру аван пырать. Вăрнар тата Çĕмĕрле районĕсенче хăмла пуçтарас ĕçе тытăннă. Çавăн пекех районсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе те аван ĕçлесе пыраççĕ. Чăваш Ен Президенчĕ çанталăк аван тăнă чух вырма вăхăтĕнче кунпа туллин усă курса ĕçлеме кирлине палăртса хăварнă. Кану кунĕсенче Шупашкарти ял хуçалăх пасарĕсенче ытларах хамăр патăрта туса кăларакан продукцисем пулмаллине палăртнă. Ватă çынсем патне таварсене май çитнĕ таран илсе кӳрсе памалли çинчен те уйрăммăн палăртса хăварнă. Таварсен хакĕ палăртнинчен пысăкрах пулмалла маррине те асăрхаттарнă. Ĕçлĕ планеркăра Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина сусăрланнă çынсене, йывăр чирлĕ ачасене сыватма янă пулăшусем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



29 августа 2011
18:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter