Канашлăва хутшăнма васкăр

5-мĕш Интернет педканаш чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене йыхравлать. Вăл авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать те юпа уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырать. Яланхи пекех чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсем интернетри канашлăва http://pkanash.chv.su каçăпа кĕрсе хутшăнма пултараççĕ.

Вĕрентекенсен интертĕтел форумне çулсерен 150 çынна яхăн хутшăнать. Вуншар тĕрлĕ ыйту хускатаççĕ ун ĕçне явăçнă чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем: кăтарту хатĕрĕсемпе усă курасси, электрон пособисем, вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси, литература урокĕсене йĕркелесси, ĕç планĕсем çырасси тата ытти нумай ыйтусем тавра пырать уçă калаçу.

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви



29 августа 2011
13:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter