Çăмăллăх кредичĕсемпе усă кураççĕ

Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем «Агропромышленноç аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн харпăр хăй хуçалăхĕсенчи ĕçсене туллинрех туса пырас тĕллевпе çăмăллатнă кредитсемпе ытларах та ытларах усă курма тытăнчĕç. Акă, 2006-2011 çулсенче районти 2493 çын хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма 326 миллион та 886 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă йĕркепе усă курмалли кредит илнĕ. Ку вăл мĕнпур хушма хуçалăх тытакансен 28 проценчĕ.

Кăçал района 57 миллион та 538 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит укçи уйăрса панă. Çав укçапа ял çыннисем техника, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, витесем тăваççĕ тата юсаса çĕнетеççĕ.

Элĕк районĕн хаçачĕ "Пурнăç çулĕпе"



29 августа 2011
13:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter