Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев "Хыпар" хаçата интервью панă

«Пирĕн хамăрăн мăн асаттесен йăли-йĕркине, историне, культурине манма юрамасть. Эпир чăвашла тухакан литературăсен шутне татах та ӳстерме тĕллев лартнă. Çитĕнекен ăрăва мĕн ачаран чăвашла калаçма, вулама вĕрентсе пымасан, культурипе йăли-йĕркисемпе паллаштармасан хамăрăн Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ çинчен калама йывăр», - тесе палăртнă паян Чăваш Республикин Президенчĕ хăй Президент пулса ĕçлеме пуçланăранпа çулталăк çитнине халалласа ирттернĕ «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕпе Алексей Леонтьевпа калаçнă самантра. Интервью самантĕнче Алексей Леонтьев Президента тĕрлĕ ыйтусем панă. Вĕсен шутĕнче: çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, ĕç укçин шайне ӳстерни, пирĕн сумлă та пархатарлă ватă ветерансем патне тимлĕх уйăрасси тата çавăн пекех пулас ăрăвăн шăпи те кăсăклантарнă хаçатăн тĕп редакторне. Президент ыйтусене хурав панă май, çамрăк ăру çине ытларах тимлĕх уйăрни çинчен уйрăммăнах палăртса хăварнă. Паян республикăра пурĕ 6 ача сачĕ тума тытăннă. Калаçнă май республикăн социаллă экономика аталанăвĕ çинчен, социаллă сфера ыйтăвĕсене те тĕплĕн тишкернĕ. Ыйтусем паллах çителĕклĕ таранах пулнă. Кашни ыйтăвах Чăваш Ен Президенчĕ тĕплĕ хурав панă. Юлашкинчен Чăваш Ен Президенчĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем республика пурнăçĕшĕн пысăк витĕмлĕх кĕнине те палăртса хăварнă. «Эпир сирĕнпе пĕр тан килĕшсе ĕçлесен, çĕнĕ çитĕнӳсем тăватпăрах», - тесе калаçăва пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех «Хыпар» хаçата панă интервью çинчен, эсир хаçатăн çитес номĕрĕнче, çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.



29 августа 2011
18:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter