"Пĕрле çĕнĕ ÿсĕмсем тăватпăр"

image #1962“Хамăр халăхăн йăли-йĕркине, историне, культурине пирĕн нихăçан та манăçа кăлармалла мар. Эпир чăвашла литература кăларассине ÿстерĕпĕр. Тăван сăмаха, культурăпа историе тарăннăн тĕпчемесĕр, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма вĕрентмесĕр эпир чăваш халăхĕн пуласлăхĕ çинчен калаçма пултараймастпăр”, - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев “Хыпар” хаçата панă интервьюра. Тĕл пулăва Михаил Васильевич республика ертÿçинче ĕçлеме пуçланăранпа çулталăк çитнине халалланă.

Калаçу вăхăтĕнче “Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕн Алексей Леонтьевăн ыйтăвĕсене хуравланă май республика пуçлăхĕ хăй ертсе пынă тапхăра хак панă, çак вăхăтра çынсен пурнăç условийĕ лайăхланнине, бюджет тытăмĕнчи ĕçченсен шалу шайĕ ÿснине, потребительсен хакĕ хăпарманнине, аслă ăрури çынсемшĕн тата республика пуласлăхĕшĕн - ачасемшĕн ытларах тăрăшма пуçланине палăртнă. Президент çавăн пекех малашнехи ĕç-хĕлте çамрăк çемьесемпе хальтерех çеç алла диплом илнĕ специалистсене пулăшу кÿ­­ресси тĕпре пулассине çирĕплетнĕ. Республикăра паян 6 ача сачĕ тăваççĕ, ку ĕç малашне те кал-кал пулса пырĕ. Калаçу вăхăтĕнче республика экономикин, социаллă сферăн аталанăвĕ тата ытти çинчен сăмах пынă.

Алексей Леонтьев республика пуçлăхне чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн “Хыпарăн” никĕ­­слевçин, Атăлçипе Урал тăрăхĕнчи халăхсен тĕпчевçин, чăвашсен пĕрремĕш профессорĕн Н.В.Никольскин палăкне уçас ыйтăва сÿтсе явма сĕннĕ. Президент ку ыйтупа шухăш-сĕнÿ хатĕрлеме хушнă. Президент массăллă информаци хатĕрĕсем республика пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртнă: “Эсир пирĕн партнерсем, пулăшакансем. Эпир пĕрле çĕнĕ ÿсĕмсем тăвăпăр”.

Интервью “Хыпар” хаçатăн çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленет.

 

Эфирта – “Президента ыйту”

Президент хăйĕн тата командин ĕç-хĕ­­лне мĕнле хаклать? Инвесторсене Чăваш Ене илсе килес тесен мĕн тумалла? Хăмла туса илессине тепĕр хут чĕртсе тăратма пулать-и? Çак тата ытти ыйтăва хуравлать республика ертÿçи Михаил Игнатьев “Чăваш Ен” ПТРК йĕркеленĕ “Президента ыйту” кăларăмра. Михаил Васильевич Президент постне йышăннăранпа çулталăк çитнĕ тапхăрти ĕç-хĕлпе туллин паллаштарĕ, калаçу çавăн пекех хаксене йĕркене кĕртесси, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси çинчен, вырăнти хăй тытăмлăх, пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесси тавра пырĕ. “Президента ыйту” программа “Раççей 1” регион каналĕ­пе çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра, “Раççей 24” каналпа çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче 19 сехет те 25 минутра эфира тухĕ. Аудиоверсие “Радио России” канал эфирĕнче çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче 7 сехет те 10 минутра итлеме пулать.

 

Иртнĕ тапхăр çинчен – “Тĕплĕ калаçу”

Михаил Игнатьев республикăна ертсе пыма тытăннăранпа çулталăк çитрĕ. Çак тапхăрта чăваш халăхĕн пурнăçĕнче мĕн пулса ирт­­­­­­нĕ? Республика çĕнĕ ертÿçĕпе мĕнле аталанса пырать? Президент Чăваш наци радио журналисчĕн ыйтăвĕсене хуравланă. “Тĕплĕ калаçу” кăларăма эфирта çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче 19 сехет те 5 минутра итлĕр.

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
29 августа 2011
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter