Ырă хыпарсем кăмала çĕклеççĕ

Ĕнер Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен планеркăна Вăрнар поселокĕнче, Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенче, Комсомольски тăрăхĕн кăнтăр пайĕнче пурăнакансене тÿрремĕнех пырса тивекен ырă та савăнтаракан хыпар пĕлтернинчен пуçларĕ.

«Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009-2020 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» программăна малалла пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 467,5 миллион тенкĕ килнĕ. Вăрнарти шыв управне туса пĕтерме - 100, Шăмăршă районĕнчине - 367,5 миллион тенкĕ. Поселока паха шыв 2012 çулта пама пуçламалла. Кăнтăрти районсенче 84 ял патне çити пăрăх тăсĕç.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов «2011 çулта нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсасси тата тĕпрен юсасси» программăна мĕнлерех пурнăçланипе паллаштарчĕ. Çу тăршшĕпех тĕп хулари асфальт çулсене, тротуарсене, ача-пăча площадкисене çĕнетеççĕ. Ку тĕллеве пурнăçлама Шупашкар федераци бюджетĕнчен 344 миллион тенкĕ илнĕ, 48 миллион вырăнти хыснаран уйăрнă. Юсавçăсем кăçалхи мĕн пур укçана юпа уйăхĕн çурриччен ĕçе кĕртесшĕн. Президент ĕç пахалăхĕпе кăсăкланчĕ. ЧР строительство министрĕ Александр Гончаров шухăшĕпе, юсав аван пахалăхлă, подрядчиксем çурла уйăхĕнче тухăçлăха палăрмаллах ÿстернĕ, кăçалхи тĕллеве ăнăçлă пурнăçласси пирки иккĕленмелле мар.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов вырма еплерех пыни çинчен пĕлтерчĕ. Ĕнерхи кун тĕлне ял хуçалăх культурисене 223 пин гектар çинче пуçтарса 520 тонна ытла тырă тĕшĕленĕ. Хальлĕхе тухăç кашни гектартан 24,4 ц. Хуçалăхсен 40 проценчĕ ытла вырмана вĕçленĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен пысăк пайĕ 100 проценчĕпех пухса кĕртĕ.

Республика пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсем «Ульяновскнефтьпродукчĕ» обществăран йÿнĕ хакпа çунтармалли-сĕрмелли япаласем туянасси мĕнлерех пынипе интересленчĕ. Дизтопливăн 69,9 процентне турттарнă. Çурла уйăхĕнчи лимита 78,6 процент пурнăçланă. Михаил Игнатьев министра Чĕмпĕртен кÿрсе килес ĕçе хăвăртлатма ыйтрĕ.

Авăн уйăхĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта хула çыннисене пахча çимĕç туянма май туса парас тĕллевпе ярмăрккасем йĕркелеççĕ. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх канмалли кунсенче Шупашкарти 38 вырăнта пахча çимĕç сутма палăртнă. Районсенчен турттаракан пахча çимĕç, çĕр улми самай йÿнелмелле тесе шухăшлаççĕ. Суту-илĕве лайăх йĕркелесе конкуренци тусан «иккĕмĕш çăкăрăн» кашни килограмĕ 5-6,5 тенкĕ тăма пултарĕ теççĕ.

Планерка хыççăн ЧР строительство министрĕ Александр Гончаров тата финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков журналистсене республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăшсен пайне 645,8 миллион тенкĕ хушнăран социаллă тăкаксен пайĕ пысăкланассине çирĕплетрĕç. Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, ача-пăча площадкисене тĕпрен юсама малтан уйăрни çумне тата 20 миллион тенкĕ хушма йышăннă. Ишĕлес патне çитнĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçарма республика Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăламалли фондран 70,4 миллион тенкĕ илнĕ. Ăна çывăх кунсенчех районсемпе хуласен администрацийĕсене куçарса парĕç. (Ю. Михайлов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 августа 2011
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter