Ял урамěсен уявěсне ирттересси йăлана кěрсе пырать

Çулла Тавăшкасси ял поселени ялěсенче те ял урамěсен уявěсне ирттересси йăлана кěрсе пырать. Акă çакăн пек уяв Ěмпěрт Туçа ялěнче пулса иртрě. Кунě те ятарласа тенě пек çав тери хěвеллě те уяр тăчě. Ял уявне Головина Елена уçрě. Унтан культура çурчěн çумěнчи пултаруллăх ушканě «Пилеш» ятлă концертпа савăнтарчě. Программăра илемлě юрă- ташă, кулăшла юптарусем, хйлавсем пулěç. Ял çыннисем, килнě хăнасем тěрлěрен конкурсенче хутшăнчěç, пěрле юрларěç, ташларěç, кайран вара пулă шÿрпипе сăйланчěç. Уявра чи ватă та сумлă участнике 84 çулхи Смирнов Александр Лаврентьевича, 80 çулхи Лебедев Рюрик Петровича, халě те паянхи кун та киль хушшинче выльăхсемпе пыл хурчě те ěрчетекене, хăйсен хушма хуçалăхěнче илемлě кил-çурт типтерлěх, йери-тавра илемлě чечексем ÿстерекенсене Мочалов Анатолий Викентьевичпа Зинаида Аверкиевнăсем çак уявра парне илме тивěçле пулчěç. Юбилейсемпе çуралнă кунсемпе халалласа юрă-ташăсем пулчěç. Уяв ташă-юрăпа  вěçленчě. Раманкассинче пурăнакансем пухăннă хăнасем савăнăçлă пит куçпа алран-алла тытăнса килěсене саланчěç.

Çěрпÿ районě



31 августа 2011
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter