Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Владислав Николаевăн ăсталăх лаççинче пулнă

Чăваш халăхĕн костюмĕсене упраса хăварасси, ятарлă эрешĕсене пăхăнса ĕçлесси тата ытти ыйтусем тавра калаçу хускатнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăвашсен паллă ӳнерçипе Владислав Николаевпа. Тĕл пулу геральдист ăсталăх лаççинче пулса иртнĕ. Паллă ăстаçă, Владислав Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Раççей Федерацийĕн ӳнерçĕ Союзĕн членĕ. 1980 çултанпах ювелир ĕçĕсемпе кăсăкланса ĕçлет. Геральдика искусствипе тачă çыхăннă. Чăваш Ен Президентне хăй ăсталаса кăларнă тимĕртен тунă япаласемпе паллаштарнă. Палăртма кăмăллă, вăл ăсталанă япаласем, патшалăх наградисем, юнашар регионсенче иртекен конкуссенче яланах пысăк хака тивĕçнĕ. «Эсир чăннипех те мухтава тивĕç. Чăваш халăхĕн культурине упрассишĕн чĕререн тăрăшса ĕçлетĕр. Пулас ăру валли эсир тĕслĕх. Сирĕнтен вĕренсе пымалли çитĕнекен çамрăксен чыллай», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Паянхи кун художник ал ĕçĕсĕр лармасть. Медальсем тăвассипе аппаланать. Унăн ывăлĕ Алексей ашшĕн çул-йĕрĕпе кайнă. Художник пулма вĕренет. «Владислав Николаев-ӳнерçĕ парнеленĕ, кăкăр çине çакмалли Чăваш Республикин Гербне, чĕререн юратсах çакса çӳретĕп»,- тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.



31 августа 2011
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter