Элĕк районĕ: уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă

Крымсарайкка ял тăрăхĕнчи хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем анлă сарăлнă. Анчахрах район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев ку тăрăхри «Сельхозпродукты Чувашии» уçă обществăра пулнă. Асăннă хуçалăхра çĕр улмипе купăста туса илессипе ĕçлеççĕ. Кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 80 гектар çине лартнă, купăста 5 гектар йышăнать. Хальхи вăхăтра кунта ир пулакан çĕр улмие кăлараççĕ. Унăн тухăçĕ – кашни гектартан 180 центнер. Тĕл пулура Леонид Анатольевич хуçалăхри ĕç-хĕлпе паллашнă, уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлеме сĕннĕ.

Элĕк районĕн хаçачĕ  "Пурнăç çулĕпе"



31 августа 2011
08:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter