Муркаш районĕ: ялсенче пурăнакан çынсем тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе тăрăшни куç кĕретех

Çултан çул ялсенче пурăнакан çынсем тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе тăрăшни куç кĕретех курăнать. Чăнах та çакă пур çĕрте те палăрма пуçларĕ. Москакаси ял тăрăхĕнчи Симĕс урамри 1-мĕшпе 2-мĕш çуртра пурăнакансем вара пĕр-пĕрин хушшинче конкурс туса та ирттерчĕç. Тăрăшни вара сая каймарĕ. Малтанхи çулсенче пиçен- мăян хушшинче ларнă çуртсем самаях илемленсе те чечекленсе ларчĕç. Ачасене валли  çÿлтен укçа-тенкĕ ыйтмасăрах илемлĕ уçланкăсем туса пачĕç. Мĕнрен-ха ăсталарĕç çаксене? Хальхи вăхăтра машинăсем çав тери нумай чупма пуçларĕç. Шăпах ĕнтĕ çакăнта машинă кăстăрмисем питех те усллă пулчĕç: уçланкăсенче  хăйăр лаптăкĕсене те акăшсене те çак  япаласенчен ăсталарĕç ĕçчен хĕрарăмсемпе арçынсем. Вĕсем йĕри-тавра вара ача-пăча сасси татăлмарĕ. Вĕсем те мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшрĕç. Çапла вара икĕ çурт умĕнче ачасене савăнмалăх илемлĕ уçланкăсем пулса тăчĕç. Çак çуртсем умĕнчи  илемллĕхшĕн тăрăшма çуркуннех пуçларĕç пурăнакансем: çуртсем йĕри-тавра çĕр лаптăкĕсене пусса чечексем лартса хăварчĕç, уйрăмах 1-мĕш çуртра пурăнакансем самаях тăрăшрĕç. Çĕнĕрен клумбăсем те йĕркелерĕç. Паянхи куна илсен вара, çак илемлĕ чечексене  кашни иртен-каян ăшă кăмăлпа пăхса иртсе каять. Чăнах та  çынăн кăмăлне çĕклеме,  савăнтарма  нумаях та кирлĕ мар иккен.Кашни пурăнакан çын хăй пурăннă вырăнта кăштах та  пулин илемлĕхшĕн вăй хурать пулсан, тавралăхшăн мĕн тери  усăллă пулнă пулĕччĕ. Шел пулин те пур çĕрте те çакна шута илмеççĕ-ха пурăнакансем, пиçен-мăян айĕнче пурăнма авнрах пулас-ха.

     Çак  илемлĕхе тума тăрăшнă çынсене ятранах асăнса тав сăмахĕ калас килет. Акă вĕсем: А.Ястребова, Г.Михайлова, Н.Тимофеева, Р.Савельева (шел пулин те пирĕнтен çав тери вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ), В.Сандимирова, Ю. Дементьева, Р.Барминова, Г.Григорьев т.ыт.те. Сахал мар тăрăшрěç вěсем çак илемлěхе тăвас тесе. Чăнах та вěсене çав тери пысăк тав сăмахě калас килет. Вěсен малашне те ěçлеме çирěп вăй-хал пултăр, пирěн те вěсем пек пулма тăрăшасчě.



31 августа 2011
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter