Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Раççейри хуласенчи çĕнĕ çулсем» программа еплерех пурнăçа кĕрсе пынипе тĕплĕн паллашнă

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Раççейри хуласенчи çĕнĕ çулсем» программа еплерех пурнăçа кĕрсе пынипе тĕплĕн паллашнă. Шупашкарти пурăнмалли çурт-йĕр территорийĕсене çитсе килнĕ. Аса илтеретпĕр, кăçал «Единая Россия» партийĕн проекчĕпе Шупашкарта 241 çурт-йĕр хушшинчи çула çĕнетме палăртнă. Паянхи кун тĕлне 55 çуртра пурăнакан çынсем çак ырлăхпа савăнаççĕ те ĕнтĕ. Кĕçех çакăн йышши юсав ĕçĕсем Университет урамĕнчи 20-мĕш çурт тĕлĕнче те вĕçленĕç. Çурт йĕри-тавра­шĕнчи асфальта çĕнетнĕ, çынсене утса çӳреме ятарлă çул тунă. Михаил Игнатьев çак ĕçсемпе хăй куçĕпе пăхса паллашнă хыççăн тавралăха тирпей-илем кĕртекенсен ĕçне пысăк хак панă. «Чăннипех хам курса ĕнентĕм, бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе туллин усă курса ĕçлеççĕ. Ку паллах, хам енчен хак пани кăна мар, кунти нумай хутлă çуртсенче пурăнакансем те çакнах çирĕплетççĕ.  Программăна кĕрсе юлнă çурт лаптăкĕсенче пĕтĕмпех кирлĕ пек юсав ĕçĕсем туса пĕтермелле.  Тата тепĕр тесен, паян çак палăртнă ĕçсене пурнăçлама çанталăк условийĕсем те пулăшаççĕ»,- тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Республика ертӳçи строительсемпе, çывăхри çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулса, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. 

Юнашар çуртра пурăнакан  Мария Андреева асăннă программăпа вĕсен çурт территорине çĕнетсе улăштарнăшăн чĕререн тав тунă. «Тинех пирĕн кĕтнĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ. Çитес вăхăтсенче ачасене вылямалли лапамсем те хута кайĕç. Çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Чăваш Ен Президентне Михаил Игнатьева, вырăнти влаçа ыйтусем çине яланах вăхăтра хурав панăшăн пысăк тав », - тесе пĕлтернĕ Мария Андреева.  Кадыков урамĕнче 12 çуртра пурăнакансем хăйсем нумай çул кĕтнĕ асфальт сарнă çулшăн питĕ хавас. Юлашки 30 çул хушшинче кунта пĕрре те юсав ĕçĕсем туса ирттермен. Çулсене майланипе пĕрлех ачасене вылямалли площадкă та туса лартнă. Кун йышши ача-пăча вылямалли вырăнсене 20 çурт таврашĕнче илемлетсе майласа çитернĕ тата 34 çурт территорийĕнче хĕрӳ ĕçсем пыраççĕ. Çула май Чăваш Ен Президенчĕ ачасемпе те курнăçса калаçнă. Вĕсем валли хатĕр площадкăна пăхса çаврăннă. Çывхарса килекен Пĕлӳ кунĕ ячĕпе саламланă. Президента ыйту парас текенсем юнашар çуртсенчен пуçтарăннă. Ытларахăшне çурт территорисенчи юсав ĕçĕсем кăсăклантараççĕ. «Кăçалах çак ĕçсене пур çĕрте те туса ĕлкĕрме çук, паллах,  мĕншĕн тесен «Единая Россия» партийĕн прграмми тин çеç пурнăçа кĕрсе пырать. Çавăнпа та çитес çулсенче  те ку ĕç малалла тăсăлĕ. Республика ертӳçи ку енĕпе ĕçе кашни эрнерех вырăна тухса тĕрĕслеме палăртать.

 



31 августа 2011
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter