"Таса шыв" программăна пурнăçлама 467,5 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Виçĕм кун министрсемпе ирттернĕ канашлăва уçса ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев «Таса шыв» программăна пурнăçласа РФ Правительстви 24 региона 3 млрд тенкĕ уйăрасси çинчен калакан хушăва алă пуснине пĕлтернĕ.

Çав шутран Чăваш Ене 467,532 млн тенкĕ килнĕ. Çак укçа пуçланă икĕ объекта - Вăрнар поселокне шывпа тивĕçтерме, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи тата Комсомольски районĕн кăнтăр енчи пайĕнчи водовод валли - тума кайĕ. Пĕрремĕш объекта - 100 млн, иккĕмĕшне 367,532 млн тенкĕ уйăраççĕ. «Çакă Вăрнара 2012 çултах таса шывпа тивĕçтерме тытăнма май парать, кăнтăрти водовода тăвас хăвăртлăха ÿстерет», - тенĕ республика пуçлăхĕ. Кăнтăрти водовода хута яни 60 пине яхăн çын пурăнакан 84 ял-салана ĕçмелли шывпа тивĕçтерме пулăшать.

Муниципалитетăн «2011 çулта нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсен территорийĕсене, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсем патне пымалли çулсене тĕпрен юсасси тата юсасси» тĕллевлĕ программине еплерех пурнăçласа пыни çинчен Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов каласа кăтартнă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей хулисен çĕнĕ çулĕсем» программипе килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен 344 млн тенкĕ килнĕ, унпа ăнăçлă усă кураççĕ те ĕнтĕ. Вырăнти бюджетран 48 млн тенкĕ уйăраççĕ. Çак 392 млн тенкĕпе Шупашкарта 241 картишне, картиш çывăхĕнчи территорие тирпей-илем кĕртеççĕ.

Чăваш Республикинчи уй-хирти ĕçсем пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ. Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне 223 пин гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă, 542 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Тĕш тырăсен пысăк пайне çывăх вăхăтрах пухса кĕртесшĕн.

Çĕр улмипе пахча çимĕç пухса кĕртесси кал-кал пырать. Вăрнар тата Çĕрпÿ районĕсенче хăмла татма пуçăннă. Хуçалăхсенче çавăн пекех кĕрхи культурăсем акаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. 2011-2012 çулсенчи хĕллехи тапхăра куккурус силосĕ тата выльăха çитермелли тырă хатĕрленине шута илсен выльăх апачĕн çулталăк çурăлăх саппасĕ пулать, тенĕ министр.

ЧР Президенчĕ лайăх çанталăкра уй-хирти ĕçсене хăвăртлатмаллине палăртнă. Çавăн пекех Михаил Игнатьев Шупашкарта канмалли кунсенче ял хуçалăх ярмăрккисем йĕркелесси çинче чарăнса тăнă. Хаксене чакарас тесен вĕсенче вырăнта тавар туса кăларакансем ытларах пулмалла.

РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тата ЧР Министрсен Кабинечĕ 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче инвалидсене, ветерансен йышĕнчи граждансен хăш-пĕр категорине социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерес, çавăн пекех медицина кăтартăвĕсем пулсан санаторипе курорта сипленме, хуласен хушшинче çÿрекен транспортра сиплев вырăнне тÿлевсĕр кайма тата каялла килме патшалăх социаллă пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе полномочисене парас тĕлĕшпе тунă Килĕшĕве еплерех пурнăçлани çинчен ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина пĕлтернĕ.

Хальхи вăхăтра республикăра 90,8 пин инвалид пурăнать. Вĕсенчен 8484 çынна реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле. Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи Социаллă страховани фончĕпе тунă Килĕшÿ тăрăх ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине реабилитацин техника хатĕрĕсемпе, протезсемпе, протезпа ортопеди изделийĕсемпе тивĕçтермешкĕн граждансен пурнăçламан 2216 ыйтăвне, компенсацисем илмелли 1180 ыйтăвне, санаторипе курорта каймалли путевкăсем илмелли 3768 ыйтăвне панă. Федераци бюджечĕпе килĕшÿллĕн 2011 çулта инвалидсене /ветерансене/ реабилитацин техника хатĕрĕсемпе, протезсемпе, протезпа ортопеди изделийĕсемпе тивĕçтерме - 138,1 млн тенкĕ, санаторипе курорта каймалли путевкăсем уйăрма, сипленнĕ вырăна çитме тата каялла килме 24,6 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. ЧР республика бюджетне федераци бюджетĕнчен субвенцисем тулли калăпăшпа çитнĕ.

Венера Муллина çакна та палăртнă: авăн уйăхĕнче эндокрин тытăмĕн, апатлану йĕрки тата япаласен ылмашăвĕ пăсăлнипе çыхăннă чирсемпе нушаланакан 2010 çулта ыйту çырнă ачасем валли Ессентукире сипленмешкĕн 52 путевка илессине пĕлтернĕ. 2011 çулта пĕтĕмпе 1647 путевка илме палăртнă. (А.Львова)

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
31 августа 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter