Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев чукун çул транспорчĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани
Чукун çул транспорчĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Чукун çулсен Раççей патшалăхĕн аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ пысăк. Чукун çул ĕçченĕсен тăрăшулăхĕ пирĕн çĕр-шывăн питех те анлă территорийĕсене пĕр экономика анлăшне пĕрлештерет. Вĕсен професси ĕç-хĕлĕ предприятисен, организацисен тата учрежденисен кал-кал ĕçне тивĕçтерет, экономика ыйтăвĕсене хăвăрт татса пама пулăшать. Çав вăхăтрах чукун çул ĕçченĕсен социаллă тивĕçĕ те пĕлтерĕшлĕ – вĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çынсене çывăхлатаççĕ.
Чукун çул отраслĕ паян вăйлă аталанать: çĕнĕ вокзалсем уçăлаççĕ, станцисем çĕнелеççĕ, линисем çине çĕнĕ йышши составсем тухаççĕ, çĕнĕ маршрутсем йĕркеленеççĕ. Çулленех пуйăссен çÿревĕн хăрушсăрлăхĕ çирĕпленет, пассажирсен ыйтăвĕсене тивĕçтересси лайăхланать.
Чукун çул Чăваш Ен экономикине çĕнетес ĕçе пысăк тÿпе хывать. Çĕнĕлĕхсене çул панă май республикăн чукун çул ĕçченĕсем умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлаççĕ, çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Чукун çул транспорчĕн çулталăкри вăтам груз çаврăнăшĕ 12 млрд тонна-километртан иртет, пассажирсен çаврăнăшĕ – 770 млн пассажир-километр.
Чукун çул транспорчĕн ĕçченĕсене хавхалануллă ĕçшĕн, Чăваш Республикин социаллă пурнăçпе экономика аталанăвне хывакан курăмлă тÿпешĕн тав тăватăп. Ырă пуçарусенче çитĕнÿсем, малашлăха шанма, ырлăх-сывлăх тата телей сунатăп!
Чăваш Республикин Президенчĕ М.ИГНАТЬЕВ.