Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Чулхулара экстремизма хирĕç кĕрешес ыйтусене сӳтсе явма хутшăннă

Паян Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Чулхулара Федерацин Атăлçи округĕн территорийĕнче экстремизмпа кĕрешес ыйтусене сӳтсе явма хутшăннă. Федерацин Атăлçи округне кĕрекен субьектсен ертӳçисемпе вырăна тухса йĕркеленĕ ларăва шалти ĕçсен министрĕ-Ведомствăсен экстремизмпа кĕрешес енĕпе ĕçлекен пĕрлехи комиссĕйĕн председателĕ Рашид Нургалиев ирттернĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен, вĕрентӳ сферин, вăй тытмĕсен тата тĕрлĕ конфесси представителĕсем экстремизм сĕмлĕхĕ тĕслĕхсемпе çыхăннă лару-тăрăва тĕрĕслес тĕлĕшпе хăйсен сĕнĕвĕсене панă. Право хуралĕн органĕсен, Раççейĕн шалти ĕçсен министрĕн шухăшĕпе, Интернетри информаципе уйрăмах тимлĕ ĕçлемеллине, мĕншĕн тесен экстремизма çывăх шухăшсенчен нумайăшĕ шăпах çак сеть урлă сарăлать.



08 августа 2011
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter