Шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленине республика ертӳçи çирĕп тĕрĕслет

Паян Михаил Игнатьев Президент видеоконференци мелĕпе районсемпе хуласен ертÿçисемпе вĕрентӳ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлес ыйтусене сӳтсе явнă. Президент çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Çав шутра - вĕренӳпе воспитани процесне кирлĕ пек йĕркелемелли условисем туса хурасси. «Вĕрентӳ» нацпроект шкулсене çĕнетес ыйтăва тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçлама май парать. «Вĕрентÿ инфратытăмне чылай укçа хывнă. Çĕнĕ оборудовани, сĕтел-пукан, инвентарь, техника, шкул столовăйĕсене кирлĕ хатĕрсем туянма ĕлкĕрнĕ», - палăртнă республика пуçлăхĕ. Авăнăн 1-мĕшĕнчен 1-мĕш классене федерацин çĕнĕ стандарчĕсемпе вĕрентме пуçламалла. Çав стандартсен шутĕнче - вĕренÿ процесне, вĕренӳ пÿлĕмĕсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтересси. Муниципалитетсен пуçлăхĕсем ку енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. Михаил Игнатьев шкулсене хĕллехи условисенче хутса ăшăтнă май энерги енĕпе тухăçлă технологисемпе усă курмалли çинчен каланă. Хытă топливăпа ĕçлекен котельнăйсемшĕн ку пушшех кăтартуллă. Республикăра çавнашкал шкулсем 7 - Патăрьел, Шупашкар, Красноармейски, Вăрмар районĕсенче. Республика пуçлăхĕ çавăн пекех хăрушсăрлăха тивĕçтермелли мероприятисене пурнăçламалли пирки асăрхаттарнă. Çавна май вĕренÿ учрежденийĕсенче видеосăнав, полицие васкавлăн чĕнсе илмелли майсем пулмалла. Çавăн пекех ачасене транспорт хатĕрĕсемпе илсе çӳрессин хăрушсăрлăхне тимлĕх уйăрмалла. Президент çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче виççĕмĕш физкультура урокне туса хурасси çинче чарăнса тăнă. Педагогсен республикăри вăтам ĕç укçи çулталăк вĕçне 13,9 пин тенкĕпе танлашассине пĕлтернĕ, мĕн пур муниципалитетăн çак кăтарту патне туртăнмалли çинчен каланă.

Вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов учрежденисене çĕнĕ вĕренӳ çулне мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă. Пысăк ĕç тунă, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен шкулсене йышăнассине вĕçлемелле. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 12,6 пин ача 1-мĕш класа каять. Патăрьел райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов вĕренӳ учрежденийĕсенчи медицина пÿлĕмĕсене лицензилес енĕпе çине тăрса ĕçлени пирки пĕлтернĕ, Çĕрпӳ райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Николаев районта учительсем çитменнине палăртнă. Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров нумай шкулта пушар сӳнтермелли тулашри çăл куç çуккине палăртнă. Роспотребнадзор енчен те çитменлĕхсем пурине пĕлтернĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен пуçлăхĕ шкул ачисен сывă апатланăвне йĕркелес ыйту çинче пусăм тунă, педагогика ĕçченĕсен, çавăн пекех ертÿçĕсен штатпа пăхнă йышне виçеллĕ тумаллине палăртнă.



09 августа 2011
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter