Кăçал çăкăрлă пулатпăр

Иртнĕ шăмат кун Михаил Игнатьев Президент Вăрнар, Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă, çавăн пекех кăçал 459 çул тултаракан Улатăр хулин кунне уявлама хутшăннă

 

Республика пуçлăхĕ «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингăн Кÿлхĕрри ялĕ патĕнчи уйĕсене пăхса çаврăннă. Кунта кĕрхи тулла пухса кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Гектартан вăтамран 38 центнер тухать. Çавăн пекех 150 гектар çинчен сĕлĕ пухса кĕртмелле, 200 гектар йышăнакан çурхи тулă уйне комбайнсем кĕмелле. Урпа пушшех нумай - 2,5 пин гектар. Хуçалăх пĕлтĕрхи çухатусене саплаштарса кăçал 16 пин тонна таран тĕш тырă пухса кĕртес тĕллевлĕ. «Ку кирлинчен икĕ хут нумайрах», - тенĕ агрохолдинг ертÿçи Юрий Попов.

 

Михаил Игнатьев «Агрос» çĕнĕ комбайнпа паллашнă. «Лайăх техника. Кондиционер пур, кабинăна шăв-шавран, тусанран хÿтĕленĕ - комбайнер валли условисем аван», - тенĕ вăл.

 

Пăрачкав районĕнчи «Заветы Ильича» хуçалăхра та хĕрÿ ĕççи. Унăн ертÿçи Сергей Синяков пĕлтернĕ тăрăх тĕш тырă тухăçĕ - гектартан 26,6 центнер. Хĕл валли 1 пин тонна сенаж хатĕрленĕ, утă хатĕрлемелли плана икĕ хут ирттерсе пурнăçланă - 1,2 пин тонна. Ĕçсем аван пыраççĕ. Муниципалитет администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев Пăрачкавсем тыр-пула çурла уйăхĕнче пĕтĕмпех пухса кĕртессе шантарнă.

 

Президент «Мордовзерноресурс» агрохолдингăн Улатăрти филиалĕнче те пулнă. Кунта 2,2 пин тонна тĕш тырă кĕлете кĕртнĕ те ĕнтĕ. Пĕрлех çĕрсене кĕрхисене акма хатĕрлеççĕ - 5 пин гектар сухаланă.

 

Республика пуçлăхĕ тыр-пула вăхăтра пухса кĕртесси пĕтĕм халăх ĕçĕ пулнине палăртнă, çанталăк условийĕсене пăхмасăр ĕçсене малалла тăсмалли çинчен каланă. Улатăр районĕнче пĕтĕмпе 36 комбайн ĕçлет. «Комбайнсем пурте уйра пулмалла. Çапла тусан халăх çăкăрсăр юлмĕ», - тенĕ Михаил Васильевич.

 

Улатăрта ăна 6-мĕш гимназипе паллаштарнă. Вăл çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр ĕнтĕ. Çавăн пекех Президент çĕнĕ котельнăйпа кăсăкланнă. Ăна коммуналлă инфратытăма çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕрхи кĕркунне хута янă. Вырăнти бюджет укçипе тата кредит илсе тунă. Çакнашкал котельнăйсем халĕ хулара пĕтĕмпе улттă, хĕле кĕриччен тата теприне хута ярасшăн.

 

Хула кунне савăнăçлă лару-тăрура «Труд» стадионра уçнă. Çак кун Улатăрта Вырăс халăх пултарулăхĕн фестивалĕ уçăлнă, кунта Раççейĕн 8 регионĕнчи 17 пултарулăх коллективĕ пухăннă. Артистсем хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех çăкăр пĕçерекенсен конкурсĕ пулнă, ал ăстисем курав йĕркеленĕ.

 

«Улатăр хăйĕн архитектура палăкĕсемпе, чиркĕвĕсемпе тата, паллах, ĕçчен те тарават çыннисемпе мухтавлă», - тенĕ республика пуçлăхĕ Улатăрсене Хула кунĕ ячĕпе саламланă май. Вăл çавăн пекех фестивале килнĕ артистсене тав тунă, çакăн евĕр мероприятисем Атăл тăрăхĕнчи регионсенчи халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшни çинчен каланă.

 

Хула çыннисене çавăн пекех РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Çĕр-шывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев та саламланă.

 

Уяв наградăсемпе те илемлĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн нумай çулхи ăнăçлă ĕçне «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе хакланă. Михаил Марискин наградăна Михаил Игнатьев аллинчен илнĕ. Улатăрти культура керменĕн пай пуçлăхне Лидия Брейкинăна Раççей Культура министерствин тата Культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотипе чысланă.

 

Халăх пултарулăхĕн фестивалĕн гала-концерчĕ уява чăннипех илем кÿнĕ.

 

 

К.СЕМЕНОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
09 августа 2011
10:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter