Вĕренӳ - çĕр-шывăн инновацилле аталанăвĕн тĕп элеменчĕ

Паян, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче Пĕлӳ кунне халланă уява хутшăннă. Университет ректорĕ-профессор, Чăваш Республикин Президенчĕн советникĕ Всеволод Агаков 5 пин те 500 шкултан вĕренсе тухакансенчен 2 пине яхăн студент вĕсем патне вĕренме кĕни çинчен пĕлтернĕ. Кашни пĕрремĕш курсса вĕренме килнĕ студентран çиччĕмĕшĕ ылтăн медальпе пĕтернĕ. «Эсир тĕрĕс çул суйласа илнĕ, сирĕн ĕмĕтсем пурнăçланса пыччĕр тесе, эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех туса пама тăрăшăпăр», - тесе палăртнă Всеволод Агаков. Вĕренӳре, пурнăçра ăнăçусем суннă. «Чăваш патшалăх университечĕ - паллă, пĕлтерĕшлĕ аслă шкул, хальхи пурнăçа тивĕçтерекен чăн-чăн специалистсем хатĕрлет. Эсир экономика аталанăвĕшĕн малашне те тулли вăй-халпа ĕçлессе пырасса шанатăп. Сирĕнтен те паллах, республика пуласлăхĕ нумай килет»,- тесе палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев. Çакнах Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин кăçалхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççейри редакторсен Союзĕн активĕпе ирттернĕ тĕл пулура та палăртса хăварнă. Президент пĕлӳ пĕлтерĕшĕ пирки каланă май вĕренӳ никĕс пулнине уйрăммăн палăртнă. «Тарăн пĕлӳсĕр, диплом илнипе кăна паян тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупма та, ӳссе пыма та май çук. Çĕнĕ технологисене аталантарас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ тăрăшмалла. Çавна май пĕлӳсĕр диплом алла илни çителĕксĕр, ытларах вĕренме тăрăшмалла, тĕрĕс йышăнусем тума пĕлмелле. Ун чухне тин ĕçре кирлĕ çынсем пулма пултаратăр», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Михаил Игнатьев студентсене саламланă май. Университетра тĕрлĕ çĕр шывран килнĕ студентсем вĕренеççĕ. Калăпăр ют çĕр шывран 50 студент пĕлӳ пухма килнĕ. Пухăннисене ырă уявпа - Пĕлӳ кунĕ ячĕпе çĕнĕ ӳсĕмсем туса пыма ырлăх-сывлăх вăй хал суннă Михаил Игнатьев. Студентсене Раççей Федерацийĕн Федераллă Собранийĕн Канашĕн Аппарачĕн ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Валериан Викторов саламланă май, хăй университетра вĕреннĕ чухнехи самантсене аса илнĕ. «Педагогсем пиллĕк çул хушшинче пĕлӳ пани, кайран ĕмĕрлĕхех пурнăçа кĕрсе юлать. Ан манăр, вĕреннĕ тапхăрти хаваслă самантсене», - тесе палăртса хăварнă сумлă хăна. Валериан Викторов вĕренекенсене пысăк çитĕнӳсем тума, вĕрентекенсене вара сывлăх, чăтăмлăх, ăнăçусем суннă. Саламсем çумне ытти пысăк хăнасем те хутшăннă. Пурте чĕререн тухакан саламсем каланă. Университетăн çултан-çул çирĕпленсе пынă ырă йăла-йĕркепе, йăлана кĕнĕ тăрăх, Пĕлӳ уявĕнче тĕрлĕ наци студенчĕсен туслăх монуменчĕ палăкĕ умне чечексем хунă. Çак тивĕçе Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тивĕçнĕ, вĕренӳре палăрнă студентсене шаннă. Пĕрремĕш курссене вĕренӳ ăнăçлăхĕн символĕсене - пĕлӳ уççипе студент билетне панă.



01 сентября 2011
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter