Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă шкул ачисемпе студентсем, педагогсем тата вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ! Хисеплĕ ентешсем!

                             Пĕлÿ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Йăлана кĕнĕ тăрăх пуян кĕрекеллĕ кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче эпир çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлатпăр. Шкул шăнкăравĕн янравлă сасси Чăваш Енри пилĕк çĕр шкулти партăсем хушшине ларакан çĕр çирĕм çичĕ пин те пилĕк çĕр вĕренекене ырă сунса саламлĕ.

Шкула пуçласа каякан ачасене – кăçал вĕсен хисепĕ вун икĕ пин те улт çĕр пепке – уйрăммăн ырă сунса хăварас тетĕп. Паян эсир аслă пĕлÿ тĕнчине кĕретĕр, хăвăршăн çĕнĕ, шкул пулăмĕсемпе пуян пурнăç тапхăрне пуçлатăр. Шкул çулĕсем сире çĕнĕ пĕлÿ парнелеччĕр тата тĕлĕнмелле тĕпчевсемпе çитĕнÿсем тума хавхалантарччăр!

Юлашки вăхăтра пирĕн республикăра пĕлÿ тытăмĕнче палăрмаллах улшăнусем пулса иртрĕç. Шкултан вĕренсе тухакан çамрăксен иккĕ виççĕмĕш пайĕ хăйсен пĕлĕвне аслă вĕренÿ заведенийĕсенче малалла туптать. Çакă çитĕнекен ăру пурнăç çулĕпе малалла ăнăçлă утассине çирĕплетет.

Паян Чăваш Ен яш-кĕрĕмĕ хăйĕн çинчен  экономикăра та, политикăра та, ăслăлăхпа вĕренÿре те, сывлăх сыхлавĕпе культурăра тата спортра та тивĕçлипе пĕлтерет. Эпир çак кунсенче Китайра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи 26-мĕш универсиада паттăрĕсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Раççейĕн пĕрлеш¬тернĕ команди йышĕнчи Чăваш Ен спортсменĕсем çав ăмăртусенче 6 медаль çĕнсе илнĕ.

Çак савăнăçлă уяв кунĕнче педагогсене ăшшăн тав тăватăп. Эсир – çут тĕнчери чи пархатарлă професси çыннисем, чĕресенче ырă çулăм чĕртсе ăс-хал парнелетĕр, пултарулăха аталантаратăр, тăван çĕре тата наци культурине юратма вĕрентетĕр. Эпĕ «Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче вĕрентекенсем хушшинче çулсерен иртекен конкурсра пирĕн вун пĕр вĕрентекен çĕнтерни çинчен тулли кăмăлпа аса илтеретĕп.

Хаклă шкул ачисемпе студентсем, педагогсем тата вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ!

Пĕр-пĕрне ăнланма тата пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне туйма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пирĕншĕн нимрен хаклă тĕнчене – Чăваш Енпе Раççее – шанчăклăн упрăр.

Пурсăра та телей, çирĕп сывлăх тата ăнăçусем сунатăп!

Уяв ячĕпе сире!

 Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                      М. Игнатьев.

 



01 сентября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter