Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ Пĕлÿ кунне халалласа ирттернĕ мероприятие хутшăннă

Паян Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ Пĕлÿ кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Президент преподавательсемпе студентсене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă, çитĕнӳсем суннă. Студентсене профессие юратма, суйласа илнĕ специальноçпа пуçаруллă ĕçлеме чĕнсе каланă. Аграри профессийĕсем яланах сумра пулни çинчен палăртса хăварнă. «Паянхи кун чи пĕлтерĕшли - пулас специальноçа туллин алла илме тăрăшса вĕренни. Академи дипломне илнĕ специалистсене экономикăра та, производствăра та кĕтеççĕ, хаклаççĕ»,- тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Академире вĕренекенсем валли пур услови те туса çитернĕ. Эсир Чăваш Республикин ял хуçалăхне аталантарма тулли вăй-халпа тытăнасса, инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртессе шанатăп»,- тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев.



01 сентября 2011
17:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter