Чăваш Ен Президенчĕ Атăлçи федераци округĕнчи Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Атăлçи федераци округĕнчи Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев тата Николай Овсиенко республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Енри инвестици ыйтăвне те хускатнă. Паянхи кун Атăлçи федераци округĕн Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи стратегийĕ Чăваш Енре пĕтĕмпех вăхăтра пурнăçланса пырать. «Предпринимательсене аталанма лайăх майсем йĕркелес тĕллевпе эпир инвесторсем валли пур условие те туса пама тăрăшатпăр», - пĕлтернĕ Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Калаçу вăхăтĕнче «Хăрушлăхсăр хула» программмăна та сӳтсе явнă. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев 2012 çулта Шупашкар хулине пĕтĕмпех видео сăнавпа тивĕçтерме тĕллев лартнине палăртнă. «Ку, паллах, тĕрĕс тĕллев»,- ырланă унăн шухăшне Николай Овсиенко. «Паян регионсенчи урамсенче пулса иртекен преступленисен шутне чакарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла»,- хушса хунă калаçăва малалла тăснă май сумлă представитель. Тĕл пулу вăхăтĕнче çавăн пекех ытти ыйтусене те хускатнă. Вĕсен шутĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси, çынсене ĕçпе тивĕçтересси, учительсен, муниципалитет ĕçченĕсен ĕç укçин шайне ӳстересси тата ытти те. «Чăваш Республикинче социаллă пурнăçпа экономика питĕ лайăх аталанать. Николай Овсиенко çакнашкал кал-кал аталанăва малалла та çак шайрах тытса пыма сĕнсе хăварнă.



01 сентября 2011
11:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter