Киленÿпе професси юнашар пулсан...

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕнерхи ĕç кунне Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕн, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕн Владислав Николаевăн ÿнер местерскойне çитсе курнинчен пуçларĕ. Çапла тума Михаил Васильевичăн ятарлă сăлтавсем пулман: панă сăмаха пурнăçа кĕртме тăрăшни хистенĕ. Нумаях пулмасть патшалăх награди илнĕ вăхăтра Владислав Николаев республика ертÿçине мастерскоя пырса курма, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма йыхрав тунă. Президент сăмах панă.

Ĕçлĕ тĕл пулу пирки сăмах тапратиччен вулавçăсене ÿнерçĕпе паллаштарни вырăнлă пулĕ.

Владислав Николаев - художник-ювелир, медальер, геральдист, Чăваш Республикин награда паллисене /знакĕсене/ тăваканĕ.

1980-1990 çулсенче Владислав Владимирович ювелир-художникре ĕçленĕ, тĕрлĕ шайри куравсене хутшăннă, 2011 çулта Чăваш Енĕн прикладник-художниксен йышĕнче Пĕтĕм Раççейри «Пысăк Атăл - Атăлçи республикисен искусстви» ÿнер куравне /вăл Саранскра иртнĕ/ хутшăннă.

Ÿнерçĕ пултарулăхĕн хăй евĕрлĕхĕ акă мĕнре: вăл награда паллисене /знакĕсене/ - форэскизран пуçласа тиражлама пуçличченех - хăех пурнăçлать. Вăл - республикăри чылай паллăн, медалĕн, орденăн авторĕ. Çавăн пекех Мари Эл, Мордва, Тутарстан республикисен патшалăх наградисен конкурсĕсен çĕнтерÿçи те. Владислав Николаев патшалăх паллисем енĕпе пурнăçланă пĕрремĕш ĕç Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн кăкăр çине çакмалли палли /1996/ пулнă. 2003 çулта конкурсра çĕнтерсе Чăваш Республикин Президенчĕн должноç тата асăну паллисене пурнăçланă. Вăлах - «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» /2006/ тата «Юратупа ĕненÿшĕн» /2010/ орденсен, ытти чылай медаль авторĕ.

Çакна палăртса хăварни те вырăнлă: çак мастерскойра Владислав Николаевччен пирĕн чаплă тепĕр геральдист Элли Юрьев ĕçленĕ. Владислав Владимирович Элли Михайлович пуçарнă ĕçе малалла шанчăклă тытса пырать тесе çирĕплетме май пур.

Ÿнерçĕн ĕç пÿлĕмĕнче республика ертÿçишĕн тĕлĕнмелле кĕтменлĕхсем те пулчĕç. Сăмахран, Николаев чăвашсен авалхи тумне пуçтарни. Коллекцире - хĕрарăм çи-пуçĕ, пуç хатĕрĕсем.

Хăш-пĕр хушпу çинчи кĕмĕл укçасем Хаяр Иван вăхăтĕнчисемех.

Çак пуянлăх - ĕмĕрсен эрешĕсем - Президента шухăша ячĕ пулĕ. Вăл халăх искусствин хатĕрĕсене, авалхи тĕрĕ-çĕвве, кĕпе-тума пĕтме памалла маррине, ку енĕпе патшалăх программи пуррине аса илтерчĕ.

Владислав Владимировичăн чун киленĕçĕсенчен тепри - авалхи награда паллисене пуçтарни. Çапла майпа киленÿпе професси пĕр çулпа «утса» çитĕнÿсем тăваççĕ те.

Мастерскойра çавăн пекех авалхи сăмаварсен коллекцийĕ, несĕлсен ячĕпе «Çÿлĕскер чăвашсене хисеп пултăр» тесе çырнă юпа валли те вырăн тупнă. Ÿнерçĕ хăйĕн шухăшне пурнăçа кĕртекен кĕтес те - метала хĕртсе штампламалли техника тата ытти - республика ертÿçине кăсăклантарчĕ.

Юлашкинчен Президент хăйĕн шухăшне палăртрĕ:

-Республикăра Элли Юрьев ĕçне малалла тăсакан пурришĕн чăннипех хĕпĕртетĕп. Владислав Владимирович хăйĕн опытне вĕренекенĕсене парса пынине те ырламалла. Ÿнерçĕ наци культурине упраса хăварас тата ăна малалла аталантарассипе пĕтĕм вăйран ĕçлет. Тавтапуç ăна уншăн.

Михаил Игнатьев малалла тĕп хулари Университет урамне çул тытрĕ. 20-мĕш çурт картишĕнче ăна Шупашкар хула мэрĕ Леонид Черкесов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, «Чăвашавтодор» ПУП генеральнăй директорĕ Александр Волков, ыттисем кĕтсе илчĕç.

Михаил Васильевич Шупашкарăн пĕчĕк урамĕсенче, çуртсен хушшинчи çул-йĕре тирпейлесе йĕркене кĕртессипе çыхăннă вырăнсенче пĕрремĕш хут мар. Кăçал тĕп хулана «Раççей хулисен çĕнĕ çулĕсем» программăпа килĕшÿллĕн 343,80 млн тенкĕ уйăрса панă. Çак шутран 228,87 млн тенкине нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсенчи картише, унти çул-йĕре юсама янă. Шăпах çак ĕç мĕнле пыни кăсăклантарать те Президента. Хальхи вăхăтра 49 картишре çакăн пек юсав пырать. Çапах та кăçал пурнăçламалли ĕçĕн 40,6 процентне çеç пурнăçлама май килĕ. Пурĕ 147 картиш территорине, 103 тăкăрлăка, урлă урама /пĕтĕмĕшле лаптăк 162 пин тăваткал метр/ юсамалла, асфальт сармалла.

Асăннă ĕçе çитес çул та малалла тăсĕç.

Михаил Игнатьев Президент çавăн пекех Кадыков урамĕнчи 12-мĕш çурт картишĕнчи юсав ĕçĕсемпе те паллашрĕ. Кунта пурăнакансем ăна çул-йĕршĕн, ачапча лапамĕнчи выляв, спорт хатĕрĕсемшĕн тав турĕç. Юнашарти урамсенче пурăнакансем çакăн пек хăтлăх вĕсем патне хăçан çитесси пирки пĕлесшĕн пулчĕç. Хула администрацийĕнче ĕçлекенсем хуравне çийĕнчех пачĕç - юсав графикĕ вĕсен ал айĕнчех. (Н.Смирнова)





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
01 сентября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter