Чăваш Ен Президенчĕ ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕнĕ Шупашкар хулинче пулнă

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕнĕ Шупашкар хулинче пулнă. Информаци ушкăнĕн ертӳçи- Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров хăйĕн сăмахĕнче Советская урамĕнчи 25-мĕш çурта тĕпрен юсаса çĕнетни çинче чарăнса тăнă. Юлашки икĕ çул хушшинче ку тăрăхра çĕнĕ улшăнусем самаях пулса иртнĕ, хӳмесем тытнă, кашни çурт тĕлĕнчех çӳп-çап урнисем вырнаçтарнă, чечек клумбисем майлаштарнă тата нумай ытти ĕç туса ирттернĕ. Çуртсенче пурăнакансем тавралăха тирпей–илем кĕртес, юсав ĕçĕсем тăвас енĕпе хастар пулнă. 2010-2011 çулсенче хăйсем тĕллĕн пухнă 1 512,0 пин тенкĕ укçапа çурт çивĕттине улăштарнă. Нумай хутлă çуртăн паянхи кун тĕлне нимĕнле парăмсем те çук. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин ытти 6 нумай хутлă çуртсенчи юсав ĕçĕсем еплерех пынипе паллаштарнă. Хăнасем «Керамика» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе те паллашнă. Предприятире туса кăларакан таварсен пахалăхĕпе кăсăкланнă, ĕçлекен çынсемпе курса калаçнă. Светлана Павлова завода нумаях пулмасть вырнаçнă. Вăл ĕçе хаваспах çӳрени, ĕç укçине вăхăтра тӳлени çинчен пĕлтернĕ. «Керамика» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн ертӳçи Жоао Сантос каланă тăрăх, заводра туса кăларакан пысăк пахалăхлă таварсем лайăх сутăнаççĕ. Предприятире çитес вăхăтра çĕнĕ цех уçма палăртнă. «Эсир çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăватăр, хăвăр инвестицие хыватăр, производствăна ӳстеретĕр. Эпир патшалăхăн менеджерĕсем пулнă май, сире пулăшма тăрăшăпăр»,- тесе уйрăммăн палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илӳ министрне И. Моторина предприятие май килнĕ таран, пур енлĕн пулăшма хушса хăварнă республика ертӳçи. Аса илтеретпĕр, дизайн енĕпе тĕчере малта пыракан ROCA компани асăннă предприятие 2007 çулхи çурла уйăхĕнче туяннă. Завод тĕрлĕ йышши унитазсем, акрил ваннăсем, умывальниксем, çавăн йышши ытти таварсем туса кăларать. Палăртма кăмăллă, Çĕнĕ Шупашкарта ача çураласлăх лайăх шайра. Тин çеç çуралнă пепкесем валли кирлĕ япаласене вырăнтах туса кăлараççĕ. Михаил Васильевич пĕчĕк ачасем валли "Baby Dream" маркăллă тăхăнтартмалли япаласем ăсталаса кăларакан цеха çитсе курнă. Елена Толстова ертӳçĕ предприяти ĕçĕпе паллаштарнă май, вĕсем çак ĕçе 2009 çулта кӳлĕннине пĕлтернĕ. «Ĕçсĕр тăрса юлсан – малалла ĕçлемелле е биржăна ĕçсĕррисен шутне тăмалла текен шухăшсем канăç памарĕç. Ун чухне вара манăн çĕнĕ ĕмĕт çуралчĕ. Эпĕ бизнес-проект туса парса, патшалăхран 60 пин тенкĕлĕх укçан пулăшу илме пултартăм. Ун хыççăн завода хута ятăмăр. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçрăмăр. Ĕç укçи пит пысăк мар, анчах та ăна вăхăтра тӳлетпĕр», -тесе палăртнă ертӳçĕ. Президент хула ертӳçисене çакăн пек пуçаруллă бизнесменсене май килнĕ таран пулăшса пыма хушнă. Предприятийĕн лаптăкĕсене ӳстерме майсем тупса памаллине те палăртса хăварнă. Кунта пĕчĕк ачасем валли матрассем, тин çеç çуралнисене больницăсенче тăхăнтартма тата чиркӳсенче шыва кĕртме кирлĕ пĕтĕм хатĕре туса кăлараççĕ. Виçĕм çул компани ачасем валли ортопеди матрасĕсем туса кăларас ĕçе пуçăннă. Проекта пуçласа хывмалли инвестици хакĕ 4,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Президент асăннă предприяти ĕçченĕсене лайăх ĕçшĕн тав туса малалла та çакăн пек ĕçлеме вăй-хал суннă.

Малалла Чăваш Ен Президенчĕ «Çĕнĕ Шупашкарти пасар» тулли мар яваплă пĕрлешӳри таварсен хакĕпе тата унта вырăнти таварсем пуррипе-çуккипе кăсăкланнă. Шăпах çав кун «Кĕр пуянлăхĕ – 2011» ял хуçалăх ярмăркки уçăлнă. Кунта пахча çимĕç сутакансем республикăн тĕрлĕ хулипе районĕнчен чылайăн килсе çитнĕ. Ватă çынсем вара хушма хуçалăхри ытлашши пахча-çимĕçе сутса тупăш тăвас тĕллеве пухăннă. Кинемейсем тавар сутмалли вырăнсен тăррисене юсама тата хăйсене ларма-тăма вырăнсем туса пама сĕннĕ. Вырăнти пуçлăхсем çав ыйтусене çитес вăхăтрах татса пама шантарнă. Ĕçлĕ çул çӳрев хыççăн хула администрацийĕн залĕнче активпа социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 7 уйăхри кăтартăвĕсене пăхса тухнă. 2020 çулчченхи стратегире мĕн палăртни еплерех пурнăçланса пынине сӳтсе явнă. Канашлу вăхăтĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Прокопьевсен тата Зининсен нумай ачаллă çемйисене тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕсем илме май паракан сертификат панă. Палăртнă ыйтусене сӳтсе явнă май, Михаил Васильевич Çĕнĕ Шупашкарта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн 7 пысăк компанийĕ ĕçленине асăннă. Анчах та парăмсен шайĕ чакни палăрмасть. Электроэнергипе усă курнăшăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тӳлемелли парăм 9,6 миллион тенке çитнĕ. «Сăлтавĕ, палах, компанисем хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаннинче»,- тенĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин. Вăл ыйтусене çитес вăхăтрах татса пама шантарнă. Президент хутса ăшăтмалли тытăмсене хĕле еплерех хатĕрленипе те кăсăкланнă, пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама хушса хăварнă. Хулара пурăнакан çынсем вара пĕчĕк тата вăтам бизнес еплерех аталаннипе, çĕнĕ инвестици проекчĕсем мĕнлерех пурнăçа кĕнипе кăсăкланнă. «Бизнеса аталантарма хăрамалла мар. Ĕçлемелле те ĕçлемелле. Хулана кăçал патшалăх енчен 1 миллиард та 759,5 миллион тенкĕ парса пулăшнă. Ку вăл, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, виçĕ хут ытларах. «Эпир çамрăк та пултаруллă ушкăн малалла çирĕппĕн утасса шанатпăр»,- тенĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев.



12 сентября 2011
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter