“Эсир - чăваш спорчĕн мухтавĕ”

Китайри Шэньчжэнь хулинчи Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXVI Универсиадăра Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Чăваш Енĕн

çичĕ çамрăкĕ ăмăртрĕ. Çиччĕшĕ те лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç: ентешсем ултă медаль - пĕр “ылтăн”,  виçĕ “кĕмĕл”, икĕ “бронза” - çĕнсе илчĕç.

Универсиада хыççăн спортсменсем татах ăмăртусенче вăй виçнĕ. Велочупуçăсем Швейцарири тĕнче чемпионатĕнчен хальтерех çеç Шупашкара çитрĕç. Универсиадăра вăй виçнĕ спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене çак кунсенче Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьев Президент йышăнчĕ, ăнăçлă ăмăртнă ятпа саламларĕ. “Эсир Китайра ăмăртнине тимлĕ сăнарăмăр. Комментаторсем темиçе хутчен Шупашкарта иртнĕ çĕр-шыв чемпионачĕсене асăннине илтрĕм, питĕ кăмăллă пулчĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Çитес çул республикăн тĕп хулинче аслă категори спортсменĕсене хатĕрлеме ятарлă центрсем çĕклеме пуçлатпăр. Ку енĕпе Раççей Спорт министерствипе калаçса татăлнă”.

Китайра иртнĕ студент-спортсменсен тĕнче форумĕнче Ксения Кириллова /тренерĕ Владимир Краснов/ велоăмăртура кросс-кантрире - “ылтăн” çĕнсе илнĕ. Вячеслав Ластухин /тренерĕ Геннадий Иванов/ йывăр атлетикăра, Марина Максимова /тренерĕ Анатолий Прохоров/ сăнă ывăтса, Людмила Кузьмина /тренерĕ Михаил Кузнецов/ чăрмавсем урлă 3 километр чупса кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Нина Охотникова /тренерĕ Олимпиада Иванова/ 20 километр хăвăрт утса, Екатерина Горбунова /тренерĕсем Валентин Даваловпа Михаил Кузнецов/ хисеп пьедесталĕн виççĕмĕш пусми çине çĕкленнĕ.

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Универсиадăра ăмăртнă спортсменкăсене тата вĕсен тренерĕ­­сене Тав çырăвĕпе чысларĕ. Чи малтан Надежда Качушкинăна саламларĕ. Вăл велочупăвăн ВМХ ăмăртăвĕнче тăваттăмĕш пулнă, кросс-кантрире - пиллĕкмĕш.

Ксения Кириллова Михаил Игнатьева Универсиадăн кĕмĕл талисманне асăнмалăх парнелерĕ. Тĕнче чемпионачĕ хыççăн Владимир Краснов тренер та республика ертÿçи валли спорт форумĕн сувенирĕсене илсе килнĕ. ЧР Президенчĕ хаклă парнесемшĕн тав турĕ.

Авăнăн 8-11-мĕшĕсенче “Раççей - спорт патшалăхĕ” тĕнчери виççĕмĕш форум иртет. Саранска Тĕнчери олимп комитечĕн членĕ­­сем, тĕрлĕ шайри спорт федерацийĕсен, клубсен ертÿçисем пухăнаççĕ. Унта Михаил Игнатьев та хутшăнать. Халĕ пирĕн тренерсемпе спортсменсем те Саранскра Кăнтăр Корейăри паттăрсен мастер-класĕсенче ăсталăх пухаççĕ.(Т.Тимукова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 сентября 2011
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter