Вырăнти çимĕç паха тата таса

Кĕçнерни кун Чăваш Ен Президенчĕ Элĕк тăрăхĕнче пулнă. Малтанах «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн Анатри Юлăшра тума тытăннă ĕне фермине çитсе курнă. Ку хуçалăх районта кăна мар, республикăра та ăнăçлă аталанаканнисен шутĕнче. Çулсерен тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ май выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси ÿсет. Хуçалăх ертуçи Иван Игнатьев палăртнă тăрăх - патшалăх пулăшăвĕ чылай ыйтăва татса пама витĕм кÿрет. «Новый путь» тĕрлĕ шайри бюджетран 4,9 миллион тенкĕ субсиди илнĕ. Халĕ хуçалăх хăйĕн вăйĕпе 180 пуç вырнаçмалăх пăру фермине реконструкцилет. Инвестици проекчĕ - 6 миллион тенкĕлĕх. «Пасар экономики тапхăрĕнче пуçаруллă ертÿçĕсем çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме тăрăшни савăнтарать. Ахальтен мар хуçалăх малалла аталанать», - тенĕ Президент ял ĕçченĕсене тав тунă май.

Йăлкăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта республика пуçлăхĕ шкул çулне çитменнисемпе калаçнă. Альбина Егорова воспитатель ятарлă ушкăна 20 ача çÿренине пĕлтернĕ. Пĕчĕккисем пысăк хăнана хăйсемпе паллаштарнă, Президентран пурте парне илнĕ. 60 ытла ача çÿрекен шкулта вĕренекенсене тарăн пĕлÿ парас тата пурнăçра харпăр хăй вырăнне тупма пулăшас тĕллевпе курăмлă ĕçлеççĕ. Наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçласа пурлăх никĕсĕ те çирĕ­пленнĕ: классенче - çĕнĕ сĕтел-пукан, мастерской пур, компьютер класĕсене Интернетпа çыхăнтарнă. Михаил Игнатьев ĕç урокĕнче йывăçран тĕрлĕ сувенир ăсталама тăрăшакан ачасемпе тĕл пулнă. Вăл çак ĕçе малалла тĕллевлĕ аталантарма сĕннĕ: «Эсир конкуренци тупăшăвĕнче те тивĕçлĕ вырăн тупасса шанатăп. Паян илекен специальноç пурнăçра кирлĕ пулĕ».

Республика ертÿçи Элĕкри тĕп больницăра пулнă, терапипе ача- пăча уйрăмне çитсе курнă, сенсорлă пÿлĕмпе паллашнă. Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене модернизацилесе пурлăх никĕсне çирĕплетме тата медицина пулăшăвĕнче çĕнĕ стандартсене пурнăçа кĕртме 8 миллион ытла тенкĕ хывнă. Президент чирлĕ çынсемпе курнăçнă, медицина пулăшăвĕ­пе кăсăкланнă, ыйтусене хуравланă. Врач патне кĕме черет кĕтсе ларакансене телефонпа е электрон почта çыхăнăвĕпе усă курма сĕннĕ. Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ Николай Ванеркин больницăна спутник антенни тата çулталăк тултарнă Валерий Самохвалов пациента тетте парнеленĕ.

Элĕкри апат-çимĕç комбиначĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă май Михаил Игнатьев пахча çимĕçпе улма-çырлана консервлакан цехра чарăннă. Элĕк райпо канашĕн председателĕ Юрий Харитонов туса кăларакан продукцие çĕр-шывăн тĕрлĕ регионне ăсатнине пĕлтернĕ.

«Кунта экологи енчен таса та паха продукци кăларма пур услови те çителĕклĕ. Чăваш Енре кăларнă таваршăн пăшăрханмалла мар. Чи тутлă та таса продукци - ялти, килти», - палăртнă Чăваш Ен пуçлăхĕ.

Районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕн 7 уйăхри пĕтĕмлетĕвне тишкернĕ май Михаил Игнатьев Мăн Ямаш шкулĕн çамрăк директорне Олег Данилова çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшакан свидетельство панă. Федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн вăл 700 пин ытла тенкĕ илет. «Тавăрса памалла мар социаллă пулăшу – пысăк парне. 2003 çултанпа республикăра çакăн пек субсидие 2660 çамрăк тивĕçнĕ. Пысăк квалификациллĕ специалистсене ялта тĕпленсе пурăнма тивĕçлĕ услови туса парассипе малашне те ĕçлеме палăртатпăр», - тенĕ Президент.

Канашлура пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Патшалăхăн предпринимательлĕх аталанăвне пулăшакан программăсемпе килĕшÿллĕн Элĕк салинче бизнес-инкубатор тума палăртнă. Ăна валли 28 миллион тенкĕ уйăрнă. «Бизнес-инкубатор» «пĕр чÿрече» принциппа ĕçлекен пĕрлехи центр пулмалла.

Район администраци пуçлăхĕ Леонид Читнаев инвесторсене шырассипе ĕçленине тата бизнеса аталантарассипе условисем, ял хуçалăхне малалла аталанма майсем тума тăрăшнине пĕлтернĕ.

Республика пуçлăхĕ пурăнмалли çурт-йĕ­­ре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлессипе тата районти тĕш тырра кĕске вăхăтра пухса кĕртме, демографии лару-тăрăвне лайăхлатмалли çул-йĕре тишкерме, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçлеме сĕннĕ.

(Ю. Мареева)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 сентября 2011
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter