Чăваш Республикин Президенчĕ республика бюджетне ӳстерни çинчен калакан саккуна алă пуснă

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012-2013 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунне алă пуснă. Федераци бюджетĕнчен куçарса паракан хушма укçа-тенкĕ шучĕпе Чăваш Енĕн 2011 çулхи бюджечĕн тупăшĕсемпе тăкакĕсем 1113,3 миллион тенкĕ чухлĕ пысăкланаççĕ. Çапла майпа вара бюджетăн тĕп виçисене улăштарнă май, унăн тупăшĕн шайĕ 28708,6 миллион тенкĕпе, тăкаксен калăпăшĕ 32153,8 миллион тенкĕпе танлашĕ. Республика бюджетĕнчен уйăракан хушма укçа-тенке нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама, ача сачĕсем тума, çамрăк çемьесем валли çурт-йĕр, физкультурăпа сывлăх комплексĕсем валли оборудованисем туянма, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субьекчĕсене пулăшма тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем валли уйăрма палăртнă.

 



13 сентября 2011
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter