Инвестици программисене - пысăк тимлĕх

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба пуçлăхĕсемпе планерка ирттернĕ. Чăваш Енри промышленноç комплексĕн сакăр уйăхри ĕç итогĕсемпе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илӳ министрĕ Иван Моторин паллаштарнă. Вăл республикăра промышленноç производствин ӳсĕмĕ пуррине палăртнă. «Кăçал продукци туса кăларасси ӳснĕ. Çулталăк вĕçленнĕ çĕре «Акконд», «Букет Чувашии» тулли мар яваплă пĕрлешӳсем производствăн çĕнĕ линийĕсене хута яраççĕ. 2012-мĕш çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче промышленноç производствин индексĕн шайĕ ӳсессине кĕтме пулать»,- тесе пĕлтернĕ министр. Унпа пĕрлех вăл строительство ĕçĕсене пурнăçлама ирĕк паракан аукционсене кирлĕ шайра ирттерме сĕннĕ. «Проектпа смета докуменчĕсене кирлĕ пек хатĕрлесе çитерменнине пула сывлăх сыхлавĕнче, спортра, вĕрентӳре, пурăнмалли çурт-йĕр строительствинче тума палăртнă ĕçсем вăхăтра пурнăçланаймаççĕ. Аукционсене тепĕр хут йĕркелесе ирттерме тивет»,-тесе палăртать министр. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме подрядлă организацисене суйласа илнĕ чухне тимлĕрех пулма тăрăшмалла. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме пĕлмен организацисене Чăваш Енре ирттерекен строительство ĕçĕсем патне çывăха ямалла мар», - тесе çирĕппĕн палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Республика пуçлăхĕ Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илӳ, Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министерствисене республикăра строительство ĕçĕсене вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçламан подряд организацийĕсен списокне хатĕрлеме хушнă.

Вăрман хуçалăхĕн аталанăвĕпе Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ паллаштарнă. Иван Исаев палăртнă тăрăх, «симĕс пуянлăха» кирлĕ пек упраса усрас тĕллевпе республика бюджетĕнче 91,2 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Ку вăл, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 63,8 процент ытларах. Федераци бюджетĕнчен вара субвенци мелĕпе 164,9 миллион тенкĕ куçарма палăртнă. Республикăри вăрман хуçалăхĕ валли 21 техника туянма контрактсем тунă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Ене вăрманти пушарсене сӳнтернĕ чухне усă куракан 5 автоцистернăпа 4 трактор, вăрман патрулĕн 14 комплексĕ, пушар сӳнтермелли 2 трактор, çавăн пекех 35 мотопомпа килсе çитнĕ. Пушар техникин паркĕ çитес вăхăтра тата тĕрлĕ хатĕрсемпе пуянланĕ. Кăçал çулла вăрманта пĕр пушар çеç пулнă. Лайăх кăтарту. Ку, палах, тĕрлĕ службăсем пĕр-пĕринпе кирлĕ пек хутшăнса ĕçленипе çыхăннă. Республикăна килнĕ хăнасем те питĕ асăрхануллă пулни курăнать. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев çакăншăн пурне те тав тунă.  Хальхи вăхăтра республикăри вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем пĕлтĕр вăрман пушарĕсенчен инкек тӳснĕ лаптăксенче çĕнĕрен йывăçсем лартас енĕпе вăй хураççĕ. «Çак питĕ кирлĕ ĕçре вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем кăна тăрăшни çителĕксĕр. Пурин те кар! тăрса ĕçлес пулать», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Планеркăра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче хĕле кĕтсе илме еплерех хатĕрленни çинчен те сăмах хускатнă.

 



13 сентября 2011
11:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter