Вăрнар поселокĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ чиркĕве сăваплама хутшăннă

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Вăрнар поселокĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев асап тӳснĕ Георгий Победоносец çветтуйăн çĕнĕ чиркĕвне сăваплама хутшăннă. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава чиркĕве савăнăçлă лару-тăрура сăвапланă, пуçласа Тĕн Литургине ирттернĕ. «Эпир чиркӳсем уçнине ырлатпăр, çавна май ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани памалли никĕссене çирĕплететпĕр, ку енĕпе пире православи тĕнĕ пулăшать. Пире вăл пурне те пуянлатать, килĕшӳпе тăнăçлăхра пурăнма май парать. Сире уяв ячĕпе саламлатăп, паянхи пулăм наци ăс-хакăл чĕрĕлĕвне малалла çул уçса пырасса шанатăп. Пире ырă ĕçсем пĕрлештереççĕ, эпир вĕсене ытларах тума ăнтăлăпăр», - тенĕ чиркĕве уçнă вăхăтра Михаил Игнатьев. «Çак чиркӳ маншăн уйрăмах хаклă, истори пĕлтерĕшлĕ кунашкал проектсене уçнине эпир ырлатпăр. Вăрнарсемшĕн паян пысăк уяв, чун савăнать», - тенĕ Президент канашçи Юрий Попов. «Çĕр-шывра православи чиркĕвĕсем йывăр вăхăтсене чăтса ирттерме пулăшнине эпир ас тăватпăр, çакна лайăх ăнланатпăр. Пĕрлехи вăйпа пархатарлă ĕç турăмăр, ку Раççей ăс-хакăл чĕрĕлĕвне пысăк тӳпе хывни», - тенĕ «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» АУО генеральнăй директорĕ Владимир Свешников. Вăрнар поселокĕнчи асап тӳснĕ Георгий Победоносец çветтуй чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин священник каланă тăрăх - чиркĕве Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, ЧР Президенчĕн канашçи - «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО генеральнăй директорĕ Юрий Попов тăрăшнипе, çавăн пекех районти предприятисемпе организацисем, çак тăрăхра пурăнакансем ырă кăмăлтан укçа-тенкĕ парса пулăшнипе нумай çул тунă. Чиркĕве Рим императорĕ Диоклетиан пуç пулса тăнă вăхăтра 284-305 çулсенче пурăннă, асап тӳснĕ Георгий Çветтуй ятне панă. (В. Васильев "Хыпар" хаçатран)



13 сентября 2011
12:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter