Çĕнĕ Шупашкара аталантармалли тĕллевсене палăртнă

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хулинче пулнă

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров Совет урамĕнчи 25-мĕш çурта тĕпрен юсани çинчен каласа панă. «Советская-25» пурăнмалли çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕ икĕ çул ĕçленĕ хушăра çуртра тата ун çывăхĕнчи территорире пысăк улшăнусем пулса иртнĕ: газонсене карта тытса çавăрнă, клумбăсем тунă, кашни подъезд патне урнăсем лартнă, пĕлтерÿсен хăмисене вырнаçтарнă. 2010-2011 çулсенче харпăрлăхçăсем хăйсен укçи-тенкипе нумай хваттерлĕ çурт тăррине юсанă, çак тĕллевпе 1512,0 пин тенкĕ тăкакланă, ăшă узелне çĕнетнĕ. Çуртра шута илмелли приборсем вырнаçтарнă, çакă коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлевсене 10 процент чакарма май панă.

Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ хальхи вăхăтра хулари нумай хваттерлĕ 6 çуртра ĕçсем пыни çинчен пĕлтернĕ.

«Керамика» ОООра Президент предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Жоао Сантос директор продукцие хапăлласах туянни, предприяти производствăна анлăлатма тĕллев тытни çинчен каланă. Халĕ çĕнĕ цех уçас енĕпе ĕçлеççĕ.

Президент ЧР Строительство министерствине тата Экономика аталанăвĕн министерствине анлă пулăшу парас ыйтусене пăхса тухма хушнă.

Аса илтеретпĕр: 2007 çулхи çурла уйăхĕнче ROCA компани çак завода туяннă. Предприятире халĕ санитарипе техника изделийĕсем кăларакан икĕ завод тата Чăваш Республикинче акрил ваннăсем туса кăларакан завод ĕçлеççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта ача çуратасси япăх мар шайра. Тин çуралнисене кирлĕ продукципе вырăнти тавар туса кăларакансем тивĕçтереççĕ. «Baby Dream» суту-илÿ маркипе тухакан япаласен производство цехĕнче Михаил Игнатьев çакна хăй курса ĕненнĕ. Елена Толстова ертÿçĕ предприяти 2009 çултанпа ĕçлени, производство калăпăшне ÿстерме хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă. Президент хула ертÿлĕхне предприяти лаптăкĕсене анлăлатас ыйтăва пăхса тухма хушнă. Проекта малтанлăха 4,8 млн тенкĕ инвестици хывнă.

Михаил Игнатьев «Çĕнĕ Шупашкар пасарĕ» ОООри хаксемпе, вырăнти продукцие сутнипе интересленнĕ. Унта ял хуçалăх продукцийĕн ярмăрккине уçнă, республикăри районсенчи тавар туса кăларакансем пынă. Аслă ăрури çынсем Президента сутă тăвакан вырăнсенчи тăрăсене юсас, ятарлă саксем вырнаçтарас тĕлĕшпе пулăшма ыйтнă. Хула влаçĕсем çак ыйтусене татса пама шантарнă.

Хула администрацийĕнче канашлу иртнĕ, унта Çĕнĕ Шупашкар хулин 2011 çулхи 7 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, Стратеги-2020 пурнăçламалли ĕçсене сÿтсе явнă.

Президент Прокопьевсемпе Зининсен нумай ачаллă çемйисене çĕр лаптăкĕсем тÿлевсĕр илмелли сертификатсем панă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сÿтсе явнă май Михаил Игнатьев хулан хăйĕн тупăшĕ 2010 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2,9 процент чакнине палăртнă. Кунта пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртес, тăвас енĕпе те юлса пыраççĕ. «Хулара конкуренци пулмалла, хальхи вăхăтра вара Çĕнĕ Шупашкарта сутмалли ирĕклĕ хваттерсем те çук», - тенĕ Президент. Çавăн пекех вăл хутса ăшăтмалли çĕнĕ сезона мĕнле хатĕрленнипе интересленнĕ.

Михаил Игнатьев каланă тăрăх хулара ĕç укçи енĕпе парăм пысăк, бюджет сферинче ĕçлекенсен, учительсен, воспитательсен ĕç укçине тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерсе пымалла.

ЧР хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров Çĕнĕ Шупашкарта тĕпрен ирттерекен юсав фончĕ йĕркелеме сĕннĕ, çапла вара пĕр çурт та юсавсăр юлмасса шанма май пулĕ.

Хулара пурăнакансене инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртес, хула территорийĕнче вăтам тата вак бизнеса аталантарас ыйтусем интереслентернĕ. Михаил Игнатьев хулана патшалăх енчен пысăк пулăшу пани, кăçал çеç 1 млрд та 759,5 млн тенкĕ /çакă пĕлтĕрхинчен 3 хут ытларах/ уйăрни çинчен пĕлтернĕ. «Эпир çамрăксен ушкăнне шанатпăр. Пĕрле пирĕн мĕн пур отрасле тата малашлăхлă çулсене аталантармалла», - тенĕ юлашкинчен Михаил Игнатьев. (А. Львова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 сентября 2011
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter