Кун йĕркинче - спорт аталанăвĕ

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн пĕрлехи ларăвне хутшăннă. Тĕнче шайĕнчи мероприяти Мордовин тĕп хулинче Саранскра уçăлнă.

Икĕ кун хушшинче форум хăнисем конференцисемпе «çавра сĕтелсенче» физкультурăпа спорт аталанăвĕн, спортсменсен социаллă адаптацийĕн çивĕч ыйтăвĕсене, массăллă информаци хатĕрĕсен çамрăксен сывă пурнăç йĕркине йĕркелес ĕçри пĕлтерĕшĕпе çыхăннă темăна, ытти ыйтăва тишкернĕ. Чăваш Енрен форума сумлă делегаци хутшăннă. Çав шутра - паллă спортсменсемпе тренерсем, физкультура учителĕсем. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче республикăн спорт ведомствин пуçлăхĕ Раççейĕн 2020 çулчченхи физкультурăпа спорт аталанăвĕн стратегине пурнăçлассине халалланă семинар-канашлура доклад тунă. Анатолий Николаев ытти регионти ĕçтешĕсене Чăваш Енре спортăн никĕс шайĕнчи Олимп тата паралимп тĕсĕсене аталантармалли тытăмне йĕркеленин опычĕпе паллаштарнă.

«Регионсен аллейинчи» «Паянхи спорт. Инновацисем тата малашлăх» курав павильонĕнче пирĕн республикăпа та паллашма май пулнă.

Форумăн пĕрлехи пĕтĕмлетÿллĕ ларăвне федерацин 13 субъекчĕн пуçлăхĕсем, пĕтĕм тĕнчери спорт федерацийĕсен 20 ытла представителĕ, регионсен спорт ведомствисен 71 ертÿçи, пĕтĕмпе 3 пин ытла çын хутшăннă. Унта çĕр-шыври гимнастика, велосипед спорчĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене, 2018 çулта тĕнчен футбол чемпионатне, Сочири Олимп вăййисене тата Хусанти Пĕтĕм тĕнчери универсиадăна ирттерессине сÿтсе явнă. (К.Семенов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 сентября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter