Вăрнарта чиркÿ уçăлнă

Вăрнар поселокĕнче республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асап тÿснĕ Георгий Победоносец çветтуйăн çĕнĕ чиркĕвне сăваплама хутшăннă.

Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава чиркĕве савăнăçлă лару-тăрура сăвапланă, пуçласа Тĕн Литургине ирттернĕ. «Эпир чиркÿсем уçнине ырлатпăр, çавна май ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани памалли никĕссене çирĕплететпĕр, ку енĕпе пире православи тĕнĕ пулăшать. Пире вăл пурне те пуянлатать, килĕшÿпе тăнăçлăхра пурăнма май парать. Сире уяв ячĕпе саламлатăп, паянхи пулăм наци ăс-хакăл чĕрĕлĕвне малалла çул уçса пырасса шанатăп. Пире ырă ĕçсем пĕрлештереççĕ, эпир вĕсене ытларах тума ăнтăлăпăр», - тенĕ чиркĕве уçнă вăхăтра Михаил Игнатьев.

«Çак чиркÿ маншăн уйрăмах хаклă, истори пĕлтерĕшлĕ кунашкал проектсене уçнине эпир ырлатпăр. Вăрнарсемшĕн паян пысăк уяв, чун савăнать», - тенĕ Президент канашçи Юрий Попов.

«Çĕр-шывра православи чиркĕвĕсем йывăр вăхăтсене чăтса ирттерме пулăшнине эпир ас тăватпăр, çакна лайăх ăнланатпăр. Пĕрлехи вăйпа пархатарлă ĕç турăмăр, ку Раççей ăс-хакăл чĕрĕлĕвне пысăк тÿпе хывни», - тенĕ «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» АУО генеральнăй директорĕ Владимир Свешников.

Вăрнар поселокĕнчи асап тÿснĕ Георгий Победоносец çветтуй чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин священник каланă тăрăх - чиркĕве Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, ЧР Президенчĕн канашçи - «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО генеральнăй директорĕ Юрий Попов тăрăшнипе, çавăн пекех районти предприятисемпе организацисем, çак тăрăхра пурăнакансем ырă кăмăлтан укçа-тенкĕ парса пулăшнипе нумай çул тунă.

Чиркĕве Рим императорĕ Диоклетиан пуç пулса тăнă вăхăтра 284-305 çулсенче пурăннă, асап тÿснĕ Георгий Çветтуй ятне панă.

Палăртса хăвармалла: Вăрнарта вырсарни шкулĕ ĕçлет. Унта вĕренекенсем те çак мероприятие хутшăннă. (В.Васильев)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 сентября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter