Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти республикăн адреслă инвестици программи шайĕнче çĕкленекен объектсене çитсе курнă

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти республикăн адреслă инвестици программи шайĕнче çĕкленекен объектсене çитсе курнă. Аса илтеретпĕр, ку ыйтăва ĕнерхи планеркăра кăна сӳтсе явнă. Пысăк шанчăк çуратакан проектсенчен пĕри – хальхи вăхăтри логистика центрĕ тата «Букет Чувашии» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн çĕнĕ производство корпусĕ. Нумай хутлă склад тăвас ĕçе 2010 çулхи чӳк уйăхĕнче тытăннă. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 240 миллион тенкĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев строительство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май, предприяти ертӳçипе тĕл пулса калаçнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров кун пек пысăк обьект республикăра пĕртен-пĕрре пулнине палăртса хăварнă. Кунта склад ĕçĕнчи хальхи вăхăтри пĕтĕм çĕнĕлĕхе шута илме палăртаççĕ. «Букет Чувашии» тулли мар яваплă пĕрлешӳре логистика центрне тунипе пĕрлех квас валли ăсла туса кăларакан çĕнĕ цех корпусĕ çĕкленет. Тепĕр икĕ уйăхран продукци туса илме ĕмĕтленеççĕ. Инвестици проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче пылак ăсла тата салат экстрактне туса кăларассине пуçăнасшăн, каярахпа вара ыраш салачĕ туса илессине икĕ хут ӳстересшĕн кунти ĕçченсем. Пĕтĕмĕшле вара проекта пурнăçа кĕртме 375 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Кирлĕ хатĕрсене Германирен илсе килмелле. Республика Президенчĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе асăннă предприяти ертӳçи Олег Мешков тата «MÇF Keg-Technik» фирма директорĕ Петер Макенродт тивĕçлĕ договора алă пусса çирĕплетнĕ. Производство хăватлăхне анлăлатма палăртакан тата тепĕр инвестици проектне «Акконд» тулли мар яваплă пĕрлешӳ пурнăçлать. Кунта 2012 çул вĕçнелле 10 пин тăваткал метр лаптăк йышăнакан 4 хутлă корпус хута яма шутлаççĕ. Тепĕр икĕ çултан вара кондитер изделийĕсем туса кăларакан 9 технологи линине вырнаçтарма палăртаççĕ. Ун чухне производство хăватлăхĕ 30 пин тоннăна çитмелле. «Малашнехи тĕллевĕсем тата та пысăк. Производствăна ӳстерсе пыни çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парать. «Бизнеспа влаçăн пĕрле хутшăнса тумалли тĕллевсем пур пулсан, вĕсемпе усă курмалла, çĕнĕ проектсене пурнăçламалла»- тенĕ предприятин генеральнăй директорĕ Валерий Иванов.  Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май, Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев 2011 çулта тĕп капитала хывакан инвестицисен шайĕ 55-60 миллиард тенкĕне çитессине пĕлтернĕ. «Ку пысăк сумма. Пĕлтĕр тĕп капитала хывнă инвестицисен хисепĕ 43 миллиард тенкĕпе танлашнă. Паян производствăна çĕнетмесĕр тата ĕç тухăçлăхне ÿстермесĕр ĕç укçи шайне пысăклатма май çук »,-палăртнă Президент. Республика пуçлăхĕ çавăн пекех çул çӳрев вăхăтĕнче хăй паллашнă икĕ проект та вăхăтра тата тухăçлăн пурнăçа кĕрессине шаннине пĕлтернĕ.



14 сентября 2011
18:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter