Производство хăвачĕсем сарăлаççĕ

Ĕнер Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Букет Чувашии» тата «АККОНД» обществăсенче пулчĕ.

Нумаях пулмасть «Букет Чувашии» фирмăра çĕнĕ корпус - логистика центрĕн çурчĕ - ÿссе ларнă. Унта /пысăк склада/ сăра вĕретекен фирма хатĕрлекен продукцие тултарса пырĕç. Строительсем урай сарма хатĕрленеççĕ. Техника шавĕ пĕр самантлăха та татăлмасть. Объекта çулталăк вĕçĕнче хута ярасшăн.

«Центра Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне тавар турттарма тытăнăпăр, - терĕ фирма ертÿçи Олег Мешков. - Пире саккас паракансем ÿлĕм продукци унтан та илсе кайĕç. Предприяти юлашки пилĕк çулта хăватсене ÿстерме 500 ытла миллион тенкĕ тата 2 миллион ытла евро хыврĕ. Темиçе проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Сăмахран, сăра пĕçерекен цеха нимĕçсен «Штайнекер» оборудованине вырнаçтартăмăр. Ăна автоматизацилени производство калăпăшне ÿстерме май пачĕ. Йÿçĕтекен цехра сакăр цилиндр-конуслă «танксем» вырнаçтаратпăр. Пĕрне кăна 200 пин литр сăра кĕрет. Технологие автоматизацилесе çынсене йывăр ĕçрен хăтаратпăр, электроэнерги тăкакне пĕчĕклететпĕр, сăра пахалăхне лайăхлататпăр. Предприятие модернизацилес ĕç малалла пырать. Паян Германири KegTechnik фирма представителĕпе пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен хатĕрленĕ килĕшĕве алă пусатпăр».

Республика пуçлăхĕ умĕнче вĕсем документа пичет çапса çирĕплетрĕç. Нимĕçсем çуркунне кашни сехетре 50 литрлă 200 кега - пичкене - сăра тултармалли линие ĕçе кĕртнĕ. Тутăхман хурçăран тунă савăтсенче продукци лайăх упранать. Алкогольсăр шĕвексем тултармалли цеха та çĕнетнĕ.

Республика пуçлăхĕ предприяти арманĕн технологийĕпе те кăсăкланчĕ. Ырашран, урпаран çăнăх авăртаççĕ. Вĕсен концентрачĕсемпе сăра тата квас тунă чухне усă кураççĕ. Предприяти производство калăпăшне çуллен ÿстерет. 17 тĕрлĕ сăра, 4 тĕрлĕ квас, 5 тĕрлĕ минерал тата ĕçмелли шывсем, алкогольсăр 3 тĕрлĕ салат напитокĕ туса кăлараççĕ.

Михаил Игнатьев тĕп хулари «АККОНД» акционерсен уçă обществине те çитрĕ. Унта хăватсене сарас ĕç пыни куç кĕрет: строительсем тăватă хутлă производство корпусне çĕкленĕ, монтаж-строительство малалла пырать. Çумĕнчех чĕр тавар хумалли склад, электроçумстанци пулмалла. Корпуса кăçалхи раштав уйăхĕнче хута яма палăртнă. Унăн производство лаптăкĕ 10800 тăваткал метр йышăнĕ. Çурта хăпартма 230 миллион тенкĕлĕх инвестици хывма пăхнă. «Кĕмĕлĕн» 80 процентне ĕçе кĕртнĕ. Корпусра çĕнĕ 9 лини хута ярасшăн - 1,1 миллиард тенкĕлĕх инвестиципе усă курасшăн. Çитес çулсенче тĕнче стандартне тивĕçтерекен тавар кăларма тытăнĕç. Çĕнĕ проектсене 2014 çулччен ĕçе кĕртмелле. (Ю. Михайлов)

«Корпус алăкĕсем уçăлсан, çĕнĕ технологи линийĕсем продукци пама тытăнсан предприятире 400 ĕç вырăнĕ хушăнĕ, - терĕ АУО гендиректорĕ Валерий Иванов. - Общество тĕрлĕ бюджета налук çуллен 400 миллион тенкĕлĕх куçарĕ. Эпĕ бизнеспа влаç органĕсем алла-аллăн тытăнса вăй хумалла тесе шухăшлатăп».

Чăваш Ен ертÿçи производство калăпăшне ÿстерекен икĕ предприяти ĕç-хĕлĕпе паллашнă хыççăн ĕçлĕ çул çÿреве çапла пĕтĕмлетрĕ: «Республика кăçал тĕп капитала 55-60 миллиард тенкĕлĕх инвестици хывас шанăç пысăк. Пĕлтĕр унта 43 миллиард тенкĕ ытла янă. Производствăна модернизацилемесĕр, ĕç тухăçлăхне ÿстермесĕр ĕç çыннисен шалăвне пысăклатаймăпăр. Çавăнпа мĕн пур харпăрлăхлă предприятисен производствăна çĕнĕ технологисем кĕртессишĕн тăрăшмалла. Бизнес-проектсен реестрне алла илтĕм те çак тĕллеве хăйсен умне лартнă предприятисенче пулса курас терĕм. Ырă программăсем мĕнлерех пурнăçланни тÿрех сисĕнчĕ. Пысăк цифрăсене куратăп. Паян паллашнă икĕ проект та предприятисем палăртнă вăхăтра ĕçе кĕрессе çирĕп шанса тăратăп. Анчах вĕсене влаç органĕсен пулăшмалла. Эпĕ патшалăх органĕсенчи тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи должноçри çынсене тата бизнеса аталантаракансене производствăна инвестици хывассишĕн пĕр турта хушшине тăма пĕрре çеç мар чĕнсе каланă. Çак сăмаха паян та çирĕплететĕп».

Президент предпринимательсене Шупашкарта инвестици хывма лаптăксем уйăрассипе çыхăннă ыйтăва та хускатрĕ. Çак шухăш тĕп хула пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Бизнесменсем Шупашкар аталанăвне инвестици хывнă чухне: «Малашне мĕн пулĕ-ши?» - тесе ан пăшăрханччăр, кашнин предприятийĕ вăй илсе пырассине малтанах курса тăччăр.

Чăваш Ен кăçал тĕп капитала 55-60 миллиард тенкĕлĕх инвестици хывсан кризисченхи шайран иртсе кайĕ. Ку республикăшăн пысăк утăм пулĕччĕ.

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
14 сентября 2011
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter