Инвестици программисене - тимлĕх

Михаил Игнатьев Президент ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин промышленноç комплексĕн кăрлач-çурла уйăхĕсенчи ĕçне пĕтĕмлетнĕ. 8 уйăхра промышленноç производствин индексĕ 114,3% танлашнă. Транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани организацийĕсенче çак ÿсĕм 3,1 хута çитнĕ, металлурги производствинче - 1,6 хут. Пир-авăр, çĕвĕ продукцийĕ туса кăларасси чакнă. Кунта «ВТК» АУО, «Пике» ООО ĕçлеме чарăннин витĕмĕ пысăк. Çавăн пекех «Чувашская» çупа сыр бази, «Вавилон» фабрика, апат-çимĕç промышленноçĕн ытти хăш-пĕр предприятийĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен япăхрах ĕçленĕ. «Уйрăм резервсем пур. Çулталăк вĕçлениччен «Акконд», «Букет Чувашии» çĕнĕ линисем хута ямалла, çавна май çитес çулăн пĕрремĕш çурринче индекс хушăнасса шанма пулать», - тенĕ министр.

Республикăн инвестици программин укçипе усă курасси пирки каланă май вăл объектсен строительствин проектпа смета документацине тĕплĕ хатĕрлемеллине, аукционсен пахалăхне çĕклемеллине палăртнă. Шăпах çавнашкал çитменлĕхсене пула сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ тата ЖКХ объекчĕсемпе çыхăннă ĕçсем вăхăтра пурнăçланмаççĕ. Сăмахран, Шупашкарти машиностроени техникумĕн котельнăйĕн строительстви тĕлĕшпе аукцион тепĕр хут ирттерме тивнĕ.

«Инвестици проекчĕсене пурнăçлама подрядчиксене яваплăха туйса суйласа илмелле. Ĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламан организацисене Чăваш Енĕн строительство рынокне кĕртмелле мар», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйсем çине илнĕ тивĕçсене пурнăçламан подряд организацийĕсен списокне хатĕрлеме хушса. Ку «çитес çул çак йăнăшсене тепĕр хут тăвасран сыхланма» кирлĕ.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ вăрман хуçалăхĕн аталанăвĕпе çыхăннă ĕçсемпе паллаштарнă. Иван Исаев «симĕс пуянлăха» упрама республика бюджетĕнче 91 млн тенкĕ ытларах пăхса хăварнине палăртнă - пĕлтĕрхинчен 63,8% нумайрах. Федераци бюджетĕнчен 165 млн тенке яхăн килмелле. Техникăн 21 единицине туянма контракт тунă. 5 пушар автоцистерни, тракторсем, мотопомпăсем килнĕ те ĕнтĕ. Министр кăçалхи çулла вăрмансенче «аялти» 1 пушар пулнине аса илтернĕ, ăна вăхăтра сÿнтернĕ. Халĕ иртнĕ çул пушарсем сиенленĕ вăрмансене чĕртес енĕпе ĕçлеççĕ. Хальлĕхе ку ĕçе 685 гектар çинче пурнăçланă - çулталăк планĕн çурри. Президент çак ĕçе общественноçа явăçтарма сĕннĕ: «2010 çулта çухатнă лаптăксене вăрман хуçалăхĕн вăйĕпе кăна чĕртме май çук. Кашнин йывăç лартма хутшăнмалла».

Канашлура çавăн пекех экономика ăмăртăвĕн 2011 çулăн пĕрремĕш çурринчи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлессин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. (К.Щербигин.)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
14 сентября 2011
11:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter