Çул-йĕр тăвасси, çамрăксене пулăшасси - Правительство ларăвĕн тĕп ыйтăвĕсем

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Президент Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем тĕрлĕ саккун проектне пăхса тухнă. Ларура Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕ çинчен калакан Чăваш Республикин саккун проектне йышăннă. «Çул-йĕр фондне йĕркелени–пĕтĕмĕшле республикăри çул-йĕр аталанăвĕшĕн лайăх утăм»,- тесе палăртать Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Гончаров. «Фонд тĕрлĕ çăл куçсен шучĕпе йĕркеленсе пырĕ, - тесе хушса хунă калаçăва малалла тăснă май министр. 2011 çулта Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен сусăр ачасене дистанциллĕ майпа вĕрентессине йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăрса памалли йĕркесене çирĕплетнĕ, Çамрăксен пуçару центрне тăвассине тата ытти ыйтăва сӳтсе явнă. Министрсен Кабинечĕ çавăн пекех Чăваш Республикин «2012-2020 çулсенчи экономика аталанăвĕ тата инновациллĕ экономика» патшалăх пограммине йышăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Ноздряков «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012-2013 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» калакан саккуна пурнăçламалли майсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Çул-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле бюджечĕ 1 миллиард та 980 миллион тенкĕпе танлашать. Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн фондри укçа-тенке çул-йĕре юсанă çĕре, муниципалитетсем хушшинчи тата çавăн пекех республика пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре тытса тăма яма палăртаççĕ. Муниципалитетсенчи çулсене юсама вара субсидисем парса пулăшĕç. «Мĕнле объектсем валли укçа-тенкĕ кирлине Министрсен Кабинечĕ кашни çул хăйĕн йышăнăвĕпе çирĕплетет»,- тесе пĕлтернĕ Александр Гончаров министр. Чăваш Республикинче пенсионера 2012 çулта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çинчен калакан саккун проекчĕпе Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина паллаштарнă. Саккуна 2012 çулта вăя кĕртме федераци бюджетĕнчен 420 миллион тенкĕ кирлине палăртнă министр. Правительство членĕсем «2012-2020 çулсенчи экономика аталанăвĕ тата инновациллĕ экономика» патшалăх пограммине йышăнса хăварнă. «Палăртнă программа тытăмне 11 тĕллевлĕ тата çум программа кĕрет. Вĕсенче палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшмалла, чи кирли–республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси»,- тенĕ республика Президенчĕ Михаил Игнатьев. Правительство ларăвĕнче «Чăваш Республикинче 2012-2014 çулсенче патшалăх пурлăхне тытса пырасси» республикăн тĕллевлĕ программине те пăхса тухнă. Республика ертӳçи муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене вăхăтра шута илмеллине тата ку енĕпе ĕçе хăвăртлатмаллине уйрăммăн палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министерстви пуçарăвĕпе кашни çулах республикăра «Чçваш Енри чи тирпейлĕ хула, ял тăрăхĕ» конкурс иртет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Гончаров унăн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Чăваш Ен Президенчĕ мала тухнисене паракан премин шайне ӳстерме сĕннĕ, çавнашкал йышăну туни муниципалитетсене тата та вăйлăрах ĕçлеме хавхалантарассине пĕлтернĕ. Правительство ларăвĕнче çавăн пекех энергие перекетлес тата энерги тухăçлăхне ӳстерес енĕпе çирĕплетнĕ йĕркепе пурнăçламалли ĕçсен переченьне тата 2011 çулта республика бюджетĕнчен сусăр ачасене дистанциллĕ майпа вĕрентессине йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăрса памалли йĕркесене çирĕплетнĕ. Палăртнă проекта вăя кĕртме федераци бюджетĕнчен 29 миллион тенке яхăн, республика бюджетĕнчен 3 миллион тенкĕ уйăрма палăртни çинчен Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ. Правительство йышăнăвĕпе Çамрăксен пуçару центрне туса хума палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче «Çамрăксене шанмалла!» тесе пĕлтернĕ. Апла пулсан, çамрăксем валли кирлĕ пек условисем туса пама тăрăшмалла, вĕсене ĕненмелле, шанмалла. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту - республикăн 2012-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокне йĕркелемелли патшалăх программи. Правительство ларăвĕнче çавăн пекех ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухнă, вĕсене татса пама тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

 



15 сентября 2011
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter