Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ патшалăхсем хушшинчи «Мир» телерадиокомпанине интервью панă

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Мир» телерадиокомпанине интервью панă. Асăннă телерадиокомпани ĕçченĕсем «Раççей тĕрĕкĕсем» документлă фильм ӳкерме Мускавран килсе çитнĕ. Унăн пĕр ярăмне Чăваш Республикине халаллама палăртнă. Çавна май фильм куракана чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркипе, ал ĕç ăсталăхĕпе, историйĕпе тата культурипе, çут çанталăк илемĕпе паллаштарĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ интервью вăхăтĕнче чăвашсен историйĕпе культури питĕ пуяннине, йăли-йĕрки хăйне евĕрлине палăртса хăварнă, паянхи республика «Чăваш Ен – пуян историллĕ тата сайра тĕл пулакан культурăллă, экологи тĕлĕшĕнчен таса, пурăнма чи лайăх регион» девиза тĕпе хунине çирĕплетнĕ. Телеканал журналисчĕ Елена Заднепровская республика Президенчĕпе калаçнă вăхăтра çапла пĕлтернĕ: «Пире, паллах, тĕрлĕ çĕр-шывра пулса курма тивнĕ, çапах та Чăваш Ен питех те илемлине, республика кал-кал аталаннине уйрăммăн палăртса хăварас килет. Кунта тарават çынсем пурăнаççĕ, республикăри ял-хулара хăнасене питĕ ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Тата Чăваш Енре сывлăш таса, сывлама çăмăл». Чăваш Ене сăнлакан фильма эфирта «Мир» тата «Моя планета» каналсемпе тата ытти федераци каналĕпе курма пулĕ.



15 сентября 2011
12:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter