Михаил Игнатьев Президент Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Президент Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем тĕрлĕ саккун проекчĕсене пăхса тухнă, 2011 çулта Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен сусăр ачасене дистанциллĕ майпа вĕрентессине йĕркелеме укçа-тенкĕ уйăрса памалли йĕркесене çирĕплетнĕ, Çамрăксен пуçару центрне тăвассине тата ытти ыйтăва сÿтсе явнă. Министрсен Кабинечĕ çавăн пекех Чăваш Республикин «2012-2020 çулсенчи экономика аталанăвĕ тата инновациллĕ экономика» патшалăх пограммине йышăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Ноздряков «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012-2013 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» калакан саккуна пурнăçламалли майсемпе тĕплĕн паллаштарнă.



15 сентября 2011
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter