Миллиардсем - çулсем тума, экономикăна, ял хуçалăхне аталантарма

Çулсен пахалăхĕпе юсавлăхĕ тивĕçтерменнине, пысăк ĕçсем валли укçа çитменнине кура республикăн Çул-йĕр фондне туса хурасси çинчен чылайранпа калаçаççĕ. Ĕнер çав калаçусем çимĕç кÿчĕç темелле - Михаил Игнатьев Президент ертсе пынипе иртнĕ ларура Министрсен Кабинечĕ çак фонд çинчен калакан саккун проектне кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа тишкерсе ырларĕ.

Вице-премьер - строительство министрĕ Александр Гончаров ĕнерех ку ыйтупа журналистсемпе уйрăммăн тĕл пулчĕ те - тема патне çитес номерсенчен пĕринче таврăнăпăр-ха, çапах хăш-пĕр саманта халех палăртса хăварни вырăнлă. Александр Николаевич пĕлтернĕ тăрăх 2012 çулта Çул-йĕр фондне хывакан ассигнованисен виçи 1980 млн тенкĕ ытларах пулмалла. Çак укçа регион, муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсемпе çыхăннă ĕç-хĕл валли кайĕ. Саккун проектĕнче фонда килекен укçа çăл куçĕсене пайăррăн палăртнă - бензин акцизĕсенчен пуçласа транспорт налукĕ таранах.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту та укçа-тенкĕпех çыхăннă: çитес çул валли пенсионера пурăнма кирлĕ укçа виçине çирĕплетмелли саккун проектне ырларĕç. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина чылай цифра асăнчĕ: 2012 çулта асăннă виçе 4818 тенкĕпе танлашĕ - кăçалхинчен 559 тенкĕ пысăкрах /ÿсĕм - 13,1%/. Камăн пенсийĕ çак виçепе танлашаймасть - вĕсене хушса тÿлĕç. 2011 çулта вăтамран 787 тенкĕпе танлашакан çав хушăма илекен пенсионерсен йышĕ 23,4 пин çын пулнă. Çитес çул ку йыш пысăкланмалла - 30 пин ытла çын пулать теççĕ. Хушăм виçи те ÿсет - вăтамран 1149 тенкĕ. Çак тÿлевсем валли федераци бюджетĕнчен 400 млн тенке яхăн уйăраççĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Быченков республикăн 2012-2020 çулсенчи экономика аталанăвĕпе инноваци экономикин программи çинчен каласа пачĕ. Самай анлă доклада вĕçленĕ хыççăн Президентăн ыйтусем çуралчĕç. Калăпăр, 2020 çул тĕлне ĕç укçине виçĕ хут чухлех ÿстерсе вăтамран 44 пин тенкĕрен ирттересшĕн. Ĕç тухăçлăхĕ вара? Вăл мĕн чухлĕ ÿсмелле? Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан çак самантра урока хатĕрленсе килмен шкул ачине аса илтерчĕ тени те йăнăш мар: хуравне пĕлменнине кура куçлăхне те сăтăркаларĕ, хутсене уçкаларĕ - кăлăхах... Унпа юнашар ларакан Михаил Ноздряков, вице-премьер - Чăваш Енĕн «тĕп финансисчĕ», ларăва калькуляторпах килнĕ те, шутлав аппарачĕн кнопкисене пускалама пуçларĕ - анчах вăл та кÿршине хуравпа пулăшаймарĕ пулас. Михаил Игнатьев вара татах та татах ыйтусем парать: пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлă çынсен йышĕ халь 16% танлашать, хайхи программăна вĕçленĕ вăхăт тĕлне ку кăтарту мĕнлерех пулмалла? Быченковăн каллех хурав тупăнмарĕ.

Тепĕр чух, тен, Президент сасă хăпартатчĕ те пуль, халĕ цифрăсене тĕплĕ хатĕрлемелли пирки асăрхаттарнипех çырлахрĕ. Çийĕнчен программăра «Хĕвел айлăмĕпе», «Аккондпа» «Букет Чувашии» компанисемпе çыхăннă çĕнĕ проектсене шута илменнине палăртса çак çитменлĕхе пĕтерме хушрĕ. Красноармейски районĕнче облицовка кирпĕчĕ кăларакан завод ĕçлесе каяссине те маннă иккен... Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан хăвăрт-хăвăрт тем çырчĕ, Президент сăмахĕсене пĕрне те сиктерес мар терĕ пулинех.

Михаил Васильевичăн тепĕр асăрхаттару та пулчĕ: программăна никĕслемелли кăтартусене 2010 çулхине илнĕ, ку тĕрĕс мар: «Пĕлтĕр çанталăк шăрăх пулчĕ, кăтартусем тĕлĕнмелле нумай чакрĕç, çавăнпа та форс-мажор çулталăкĕнчи кăтартусене никĕс вырăнне илмелле мар, цифрăсене тÿрлетĕр».

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕпе çыхăннă çитĕнÿсемшĕн районсемпе хуласене трансфертсем парас ыйту тавлашу çуратмарĕ. Çĕнтерÿçĕсем - Улатăр хули, Шупашкар тата Етĕрне районĕсем. Президент пĕр саманта çеç палăртрĕ: «Тупăшу пирки калаçатпăр тăк - мала тухнисене хавхалантармалли укçа виçи те курăмлă пулмалла».

Республикăн нумаях пулмасть кăна çĕнелнĕ /«пысăкланнă» тени вырăнлă/ бюджетне пурнăçламалли мерăсене сăмахсăрах çирĕплетрĕç. ЧР Финанс министерствин территори органĕсене пĕтерес ыйту та калаçтармарĕ. Михаил Ноздряков вице-премьер каланă тăрăх вырăнсенчи штатсенче 53 çын юлмалла, 20 единицăна чакарма пăхнă: «Ку бюджет тăкакĕсене тĕрĕслесе тăрассин пахалăхне япăх витĕм кÿмĕ».

Ларура 2012-2014 çулсенче республика пурлăхне тытса тăмалли тĕллевлĕ программăна пăхса тухрĕç, ăна йышăнни патшалăх пурлăхне /Чăваш Ен хыснинче паян 5,2 пин ытла объект/ тытса тăмалли пĕрлехи тытăма йĕркелеме пулăшмалла. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенче энерги перекетлес енĕпе обязательнăй майпа пурнăçламалли мероприятисен списокне тишкерсе çирĕплетрĕç.

Икĕ сехете тăсăлнă ларăвăн кун йĕркинче предприятисемпе учрежденисен статусне улăштарассипе çыхăннă ыйту чылай пулчĕ - вĕсене тавлашмасăр татса пачĕç. Калăпăр, халĕччен пулнă икĕ центр вырăнне Çамрăксен пуçарăвĕсен пĕрлехи пĕр центрне йĕркелеме йышăнчĕç. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх çакă тăкаксене çулталăкра 1 млн тенкĕ таран перекетлеме май памалла. Пушанакан çурта, тĕп хулари Çамрăксен бульварĕнче вырнаçнăскере, хулана тавăрса параççĕ. Унччен унта ача сачĕ пулнă, хула унпа çав тĕллевпех усă курма пултарĕ.

Владимир Николаевич паллаштарнă тепĕр ыйту инвалид ачасене пырса тивет. Сăмах - вĕсен дистанци вĕрентĕвне йĕркелемелли правилăсем пирки. Кăçал федераци бюджетĕнчен çак ĕç валли 29 млн тенке яхăн уйăраççĕ, çийĕнчен республика та кăштах хушать. Çак мелпе халĕччен 156 ачана вĕрентнĕ, йыш кĕçех тата 40 çын чухлĕ хушăнмалла.

Халĕччен тунă йышăнусене улшăнусем кĕртесси пирки калаçнă май энергипе тухăçлă усă курас ыйту патне тепĕр хут та таврăнчĕç. Президент перекетлеме май пур виçепе, çак темăпа çыхăннă ытти кăтартупа кăсăкланчĕ. Строймин пуçлăхĕ Александр Гончаров ку виçесене палăртма йывăрри çинчен каларĕ. Йăлара усă куракан энерги тĕлĕшпе çирĕп цифрăсем асăнма чăннипех йывăр: пурăнмалли çуртсен шучĕ ÿссех пырать вĕт - кăтартусем те улшăнсах тăраççĕ. Пайăррăн илсен вара республикăн пĕтĕмĕшле продуктĕнче энерги тăкакĕсен виçи ытла пысăк тееймĕн, ку енĕпе эпир, министр каланă тăрăх, конкуренцие тÿсме пултаратпăр. Апла пулин те Михаил Игнатьев энерги перекетлĕхĕн ыйтăвĕсемпе çине тăрсах ĕçлемелли пирки хытарсах каларĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту - республикăн 2012-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокне йĕркелемелли патшалăх программи. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов унăн параметрĕсене асăннă май 2020 çул тĕлне ял хуçалăх сферинчи вăтам шалу 33 пин тенке яхăн пулмалли пирки каларĕ. Усă куракан сухаламалли çĕрсен тÿпи 100% танлашмалла, апат-çимĕç туса илесси 3 хут ытла ÿсмелле. Çак программăна пурнăçлама пĕтĕмпе 40 млрд тенкĕ тăкаклама пăхнă. Çав шутра 7 млрд - республика бюджетĕнчен, 30 млрд - бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен.

Программăна пĕтĕмĕшле илсен ырланă май Президент унта çĕрсене биологизацилесси çине ытларах пусăм тума сĕнчĕ: «Минерал удобренийĕсем хакланса пынине кура ку уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, çийĕнчен экологи требованийĕсем те çапла тума хистеççĕ». Çак программа тĕлĕшпе те пĕлтĕрхи йывăр çулхи кăтартусенчен «ташлани» вырăнсăрри пирки асăрхаттарчĕ - урăхларах тĕллевсене тĕпе хумалла. Ял хуçалăх министрĕ асăрхаттарусене шута илсе программăна тÿрлетÿсем кĕртме шантарчĕ. (Н.Коновалов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 сентября 2011
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter