Михаил Игнатьев: "Малалла ăнтăлмалла, инвестици программисене пурнăçа кĕртме майсем шырамалла"

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Патăрьел районĕнче пулнă. Республика пуçлăхĕ муниципалитет системинчи сывлăх сыхлавĕн ĕçĕпе паллашнă, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне хак панă, ял çыннисемпе калаçнă, вырăнти влаçсем умне хăш-пĕр ыйтусене тăратнă. Патăрьел салинче Михаил Игнатьев районти тĕп больницăна çитсе курнă. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ сывлăх сыхлавне модернизацилес программăна кĕнĕ. Икĕ çул хушшинче материаллă-техника базине тĕпрен çĕнетсе ылмаштарма тата медицина пулăшăвĕн çĕнĕ стандарчĕсене вăя кĕртме 87,6 миллион тенкĕ куçарма палăртса хунă. Николай Тинюков тĕп врач сăмахĕсем тăрăх, больницăра тĕпрен юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртаççĕ. Ку çул гинекологипе акушер уйрăмĕсене çĕнетме палăртнă, 2012 çулта - поликлиникăри педиатр уйрăмне палăртса хунă. Республика пуçлăхĕ юсав ĕçĕсемпе паллашнă май, подрядчиксене хăш-пĕр çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă. Вырăнти влаçсене вара, апат хатĕрлемелли пайра тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерме майсем тупма сĕннĕ. Паян больницăн апат хатĕрлемелли пӳлĕмĕ аванах мар. Михаил Игнатьев çавăн пекех ачасен консультаци уйрăмне пăхса çаврăннă, медицина ĕçченĕсемпе калаçнă. «Пирĕн больницăра УЗИ пăхмалли çĕнĕ хатĕр пур, ăна пула ĕçлеме те интереслĕ», -тесе пĕлтернĕ Рафик Ишмуратов врач. Çамрăк специалист хăйĕн мăшăрĕпе, Патăрьелĕнче яла аталантарас социаллă программăпа килĕшӳллĕн çĕнĕ çурт туса лартнă. «Аслă пĕлӳ илни çинчен çирĕплетекен диплома алла илнĕ хыççăн, кăмăлпах тăван района таврăнтăм»,- тесе пĕлтернĕ çамрăк врач. Пурăнмалли çурт-йĕр условине Патăрьелĕнче пурĕ 16 çемье лайăхлатнă. Ленин проспектĕнче çĕнĕ çурта хута янă. Пĕр хваттерне çамрăк мăшăра, çамрăк çемьесене хваттерпе пулăшас программăпа тивĕçтернĕ тата тепĕр хваттере, çамрăк çемье амăшĕн капиталĕ пулăшупа усă курса илнĕ, 9 хваттерне вара, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем тата вĕсен çемьисем валли хатĕрленĕ. Патăрьелĕнче лартнă çурт - патшалăхăн социаллă программисем лайăх ĕçлени çинчен çирĕплетеççĕ. «Мĕн пур Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтерме çĕр-шыв руководстви тĕллев лартнă. Ку тĕллеве эпир çирĕп пурнăçлатпăр»,-тесе плăртнă Президент. Çĕнĕ çурта куçакансене Михаил Игнатьев ключсем парса чысланă май, пурне те çирĕп сывлăх, телей, çемье тăнăçлăхне суннă. Республика пуçлăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕн Шемшинур Миназетдиновăн тăлăха юлнă мăшăрĕ тивĕçнĕ хваттерĕнче пулнă - кил хуçипе калаçнă. Çак çуртрах «Велес» суту-илӳ лавки вырнаçнă. Куллен кирлĕ таварсен лавккине Владимир Грачев предприниматель уçнă. Сентресем çинче вырăнтах туса илекен чăваш производителĕсен, юнашар регинсенче туса кăларакан таварсем туллиех пулнă. Республика пуçлăхĕ куллен пурнăçра усă куракан таварсен хакĕсемпе кăсăкланнă, ку енĕпе те вырăнти пуçлăхсене çирĕп тĕрĕслесе тăма хушса хăварнă. Муниципалитетăн социаллă экономика аталанăвĕн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене Патăрьелĕнчи Культура центрĕнче пăхса тухнă. Активпа  2020 çулчченхи стратегире мĕн палăртни еплерех пурнăçланса пынине сӳтсе явнă. Патăрьел - ял-хуçалăхлă район. Çавăн пирки агропромышленноç комплексне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Николай Глухов администрацийĕн пуçлăхĕ хуçалăхсенче выльăх апатне кăçал çулталăк çурăллăх та хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ. Хуçалăхсенче çăмăллăх кредичĕсемпе техникăсем илме усă кураççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 23 миллион тенкĕлĕх хуçалăхсенче тракторсем туяннă. «Пысăк тĕллевсенчен пĕри вăл - выльăх ĕрчетессине аталантарса ярасси»,- тесе палăртнă Николай Глухов. Çитес вăхăтра Плаккасси ялĕнче "Южный" тулли мар яваплă пĕрлешӳ сыснасен комплексне хута яма палăртать. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ытти çĕр-шывсене каймасăрах тĕнче шайĕнче малта пыракан çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыма май парать. Çавна пула та хуçалăхсен активлă аталанса пымалла, ĕçĕн производствине ӳстерме тăрăшмала»,- тесе çирĕппĕн палăртнă Президент. Çитĕнекен ăру çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Паян район центăрĕнче 240 ача валли ача сачĕ тăваççĕ. Шăнкăртан салинче шкул çулне çитмен ачасем валли 160 вырăнлăх учреждени тума палăртнă. «Пирĕн ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пур шанăç та пур, çавăнпа та 2014 çул тĕлне пур ачана та вырнаçтарма май пулĕ»,- тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Канашлу самантĕнче таварсен хакĕсем çинчен те кĕскен чарăнса тăнă. Патăрьел райповĕн председателĕ Петр Перепелкин лавккасенче кулленхи пурнăçра кирлĕ таварсен хакĕ пысăк марри çинчен каланă. Сăмахран хура тул кĕрпи 46 тенкĕ çеç тăрать. Ăна журналистсем пĕр лавккана кĕрсе курсах ĕненнĕ. Канашлу вăхăтĕнче Республика Президенчĕ Патăрьелсем интерактивлă дневника çырнă ыйтусем çине те хурав панă. Калаçу самантĕнче бюджет тытăмĕнчи ĕçченсен ĕç укçин шайне ӳстерессине, сывлăх сыхлавне, вĕренту тытăмĕсене çамрăк специалистсене явăçтарасси ыйтусене те хускатнă.



16 сентября 2011
17:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter