Михаил Игнатьев: «ЭКРА» - Раççейри электротехника промышленноçĕн флагманĕсенчен пĕри"

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «ЭКРА» наукăпа производство предприятийĕн ĕçченĕсене юбилейпа саламланă. Электротехника продукцийĕсем туса кăларакан Раççейри чи лайăх компанисенчен пĕри 20 çул каялла йĕркеленнĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ирттернĕ савăнăçлă каçа предприятин пĕтĕм ĕçченĕ – пысăк квалификациллĕ 700 яхăн ăстаçă – пухăннă. Ĕçтешĕсене саламлама Раççейĕн ытти регионĕнчи электротехника предприятийĕсен ертӳçисем те килсе çитнĕ. Республика пуçлăхĕ малта пыракан «ЭКРА» предприяти туса хатĕрленĕ япаласене пула Чăваш Ене тата унăн тĕп хулине Шупашкара электротехника промышленноçĕн центрĕ тесе чысланине палăртнă. «Паян мăнаçлăн çапла калама пулать: «ЭКРА» НПП оборудованийĕпе 200 яхăн электростанцие, çĕр-шывăн мĕн пур регионĕнчи 1000 ытла подстанцие тивĕçтернĕ, çавăн пекех ют çĕр-шывсенчисене те. «РусГидро», «Газпром», «Росэнергоатом» концерн хăйсен ĕçĕнче Шупашкарти «ЭКРА» предприяти туса кăларнă хатĕрсемпе усă кураççĕ», - тесе пĕлтернĕ Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче. Вăл çак предприяти республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк витĕм кӳнине те, наставниксен институтне çирĕплетнине те асăнса хăварнă. «Ăста ĕçченсем çамрăк ăрăва хăйсен пуян опычĕпе паллаштараççĕ, аслă шкулсенче вĕренекен студентсемпе аспирантсем вара пĕлĕвĕпе практикăра усă кураççĕ. Çавна пула предприяти тата пĕтĕмĕшле илсен республика та кал-кал аталанать»,- тенĕ республика ертӳçи. Предприятин чи лайăх ĕçченĕсене патшалăхăн пысăк наградисемпе чысланă. Кунта тăрăшакан виçĕ специалиста «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă, улттăшĕ Чăваш Республикин Президенчĕн Тав сăмахне тивĕçнĕ. Михаил Игнатьев Президент наукăпа производство предприятийĕн генеральнăй директорĕн çумне Владимир Фурашова Раççей Федерацийĕн Промышленноçпа суту-илӳ министерствин Хисеп грамотине парса чысланă. Савăнăçлă уяв каçне чăваш эстрадин юрăçисем тата «Шăнкăравсем» инструментсен ушкăнĕн артисчĕсем хăйсен юрри-ташшипе илем кӳнĕ.

 



16 сентября 2011
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter