Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Вăрман отраслĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                           Вăрман отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

                                        Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Вăрман – пирĕн çĕр-шывăн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕри. Ăна пулас ăрусем валли упраса хăварас тĕллев ученăйсене, экологсене, историксене, хамăрăн çут çанталăка, унăн илемне тивĕçлипе хаклакан мĕн пур çынна пĕрлештерет. Вăрман ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курасси, вĕсене пуянлатасси – профессионалсен кăна мар, Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çын тивĕçĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Ен вăрманçисем пушарсене, типĕ çанталăка пула сиенленнĕ вăрмансене чĕртессипе вăй хураççĕ, çак ĕçе 685 гектар çинче пурнăçланă та ĕнтĕ. Мĕн пур шайри бюджетсенчен вăрман хуçалăхне тĕревлеме сахал мар укçа уйăраççĕ. Кăçал кăна çак сферăна аталантармашкăн 256 млн тенкĕ ытла уйăрма палăртнă, çакă 2010 çулхинчен икĕ хут пысăкрах. Вăрман пушар службине йĕркеленĕ. Паян ăна пушарсемпе кĕрешмелли ятарлă çĕнĕ техникăпа, оборудованипе тивĕçтернĕ, ун çумĕнче талăкĕпех диспетчер пункчĕ ĕçлет, вăрмансене авиаци пулăшнипе тата çĕр çинчи патруль сăнаса тăраççĕ.

Умра татса паман ыйту нумай-ха. Çуннă вăрмансене тасатмалла, çĕр хатĕрлесе йывăçсем лартмалла. Республикăра пурăнакансем çуннă вăрмансене ниме мелĕпе усă курса чĕртме пуçларĕç те ĕнтĕ.

Кăтартуллă ĕçшĕн пурне те тав тăватăп. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем, оперативлă службăсем, çак ĕçе хăйсен ирĕкĕпе хутшăннисем уйрăммăн тав сăмахĕсене тивĕç, вĕсен харсăрлăхĕпе паттăрлăхĕ, пулăшăвĕ пĕлтĕрхи пушарсен вăхăтĕнче поселоксене, вăрман фончĕн пысăк пайне упраса хăварма тата, чи кирли, çынсем вилесрен сыхланма май пачĕç. Чăваш Ен вăрманĕ малашне те пире кăна мар, пирĕн ачасемпе мăнуксене те хăйсен пуянлăхĕпе тата илемĕпе савăнтарасси пирки иккĕленместĕп. "Симĕс пуянлăх" управçисене çирĕп сывлăх, малашлăха шанма, ырă пуçарусенче ăнăçусем сунатăп!

Чăваш Республикин Президенчĕ                                                           М. Игнатьев.



16 сентября 2011
11:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter