Олег Макаров: "Шупашкар ГЭСне хăпартнипе çыхăннă мĕн пур мая шута илмелле"

Паян, авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ Олег Макаров Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба пуçлăхĕсемпе планерка ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту – Шупашкарти шыв управне 68,0 метр çÿллĕшне хăпартса çитерме проект докуменчĕсене хатĕрлесе çитересси. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – хула строительствин тата обществăлла инфраструктура министрĕ Александр Гончаров ку тĕлĕшпе мĕн-мĕн туса ирттерни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Олег Макаров шăпах кирлĕ документсене хатĕрленĕ тапхăрта кашни пĕлтерĕшлĕ самантах тĕплĕ тишкерсе тата тивĕçлĕ хак парса проекта кĕртме тăрăшмаллине асăрхаттарнă. Гриппран асăрханас тĕллевпе пурнăçлакан ĕçсемпе Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Алексей Федоров тĕплĕн паллаштарнă. Вăл юлашки çулсенче республикăра шăнса пăсăлнине пула пуçланакан чирсемпе чирлекенсен йышĕ, Раççейрипе танлаштарсан, чылай сахалрах пулнине пĕлтернĕ. Кăçал та ку хисеп сахал пултăр тесен прививкăсене малтанах туса ирттермелле. Гриппран сыхланма пирĕн республикăра кирлĕ препаратсем пĕтĕмпех пур. Правительство пуçлăхĕ сывă пурнăç йĕркине малалла та пăхăнма кирлине палăртнă, организмшăн усăллă апат-çимĕç ытларах çимеллине, тĕрлĕ хусканусем час-часах тума тăрăшмаллине те асăнса хăварнă. Планеркăна пĕтĕмлетнĕ май, Олег Макаров Кабинет Министрĕн членĕсене пурне те çитес кану кунĕнче Наци кроссне хутшăнма чĕнсе каланă.



19 сентября 2011
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter