Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» парнисене çĕнсе илессишĕн эстафетăна хутшăнакансене саламланă

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» парнисене çĕнсе илессишĕн кашни çул иртекен эстафетăна хутшăнакансене саламланă. Спорт уявĕ авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ирхине уçăлнă. Ăмăртусене пуçласа 1930 çулта йĕркеленĕ. Кăçал асăннă эстафета 73-мĕш хут иртнĕ. Ăмăрту йĕркисемпе килĕшÿллĕн палăртнă ушкăнсенче мала тухассишĕн 2 пин ытла çын ăмăртнă. Эстафетăна иккĕмĕш çул çĕнĕ йĕркепе ирттереççĕ. Малтанласа ăмăртусене хула-район хаçачĕсен парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелеççĕ. Вĕсенче кăçал 10 пин ытла çын тупăшнă. Чăваш Енĕн тĕп хулине чи вăйлă спортсменсем килсе çитнĕ. «Çак пысăк уяв, спорта юратакан пин-пин çынна пĕр çĕре пуçтарать. Старта тухакансем хушшинче яланхиллех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕсем питĕ нумайăн. Ăмăртусене ветерансем çулленех хутшăнни те савăнтарать. Вĕсем çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартаççĕ», - тенĕ республика пуçлăхĕ. Вăл эстафетăна хутшăнакан çамрăк çемьесене уйрăммăн саламланă, «çирĕп çемье – тĕреклĕ гражданла общество никĕсĕ» пулнине палăртнă. Михаил Игнатьев командăсене ăнăçлăн ăмăртма тата çĕнĕ рекордсем тума, куракансене вара лайăх-кăмăл туйăм суннă. «Çак ăмăртусем спортсменсен пĕр ăрăвне çеç мар ӳстерсе çитĕнтернĕ. Хăй умне çирĕп тĕллев лартакан çын яланах пурнăçра çитĕнӳ тăвать», - тенĕ Олимп чемпионки Елена Николаева хăйĕн салам сăмахĕнче. Старта тухакан спортсменсене Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада призерĕ Екатерина Горбунова та саламланă. «Çакнашкал массăллă ăмăртусенче çĕнĕ спортсменсем çуралаççĕ. Эпĕ хам та çак эстафетăра пĕрре çеç мар тупăшнă. Паян та унта кăмăлпах хутшăнатăп»,- тесе палăртнă вăл. Асăннă ăмăртусене пирĕн паллă ентешĕмĕре Андриян Николаев космонавт летчика халалласа ирттереççĕ. Космос паттăрĕ çуралса ÿснĕ Шуршăл ялне çитсе пуç тайма «Олимпийский» стадионран спортсменсен ятарлă ушкăнĕ çула тухнă.

VIP чупăва Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Старта унпа пĕрле Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ Олег Макаров, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хуласемпе районсен ертӳçисем тата ыттисем те тухнă. Спорт уявĕ шайĕнче патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче йăлана кĕнĕ çăмăл атлетика турнирĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн пĕрлештернĕ команди асăннă турнирта Чăваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерстви хыççăн хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

 



19 сентября 2011
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter