Малалла ăнтăлмалла, аталанмалла

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче пулнă.

Малтанах районти тĕп больница ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхне çеç мар, кÿршĕллĕ Елчĕк, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсенче пурăнакансене те медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен сыватмăш çурчĕ юлашки тапхăрта строительство лапамне куçрĕ тесен те тĕрĕс. Виçĕм çул кунта виçĕ хутлă тепĕр корпус хута кайрĕ. Тăвăр кĕтессенчен тухса ача-пăча тата неврологи уйрăмĕсем пысăк çурта вырнаçрĕç. Сывлăх сыхлавне 2011-2012 çулсенче модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн кăçал ача çуратмалли тата гинекологи уйрăмĕсене тĕпрен юсама пикеннĕ. «Була» ООО строителĕсем 12 миллион тенкĕлĕх ĕç тума ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çакă та вĕçĕ мар. Килес çул поликлиникăпа педиатри уйрăмĕ те çĕнелсе улшăнмалла. Оборудовани туянма, медицинăн çĕнĕ стандарчĕсене ĕçе кĕртме икĕ çулта патшалăх 87,6 миллион тенкĕ уйăрать. Самана таппинчен тухтăрсем хăйсем те юлмаççĕ - хальтерех кăна кунта электрон регистратура йĕркеленĕ. Халĕ врач патне килтенех Интернет урлă черет йышăнма май пур.

Михаил Васильевич больница ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ, уйрăмсенче чирлĕ çынсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Хăш-пĕр çĕрте апат пахалăхĕ пирки ÿпкелешсе каланине шута илсе вăл ятарласа кухньăна кĕрсе тухрĕ, лару-тăрăва тĕпчерĕ.

Президентăн тепĕр чарăнăвĕ хаваслă пулăмпа çыхăнчĕ. Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнче кĕске хушăра виçĕ хутлă, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт туса пĕтерчĕç. «Энергострой» ООО хастарĕсем тăрăшса ĕçлени харама кайман: таврара ун пек хитре те хăтлă çурт сахал. Кашни çемье хваттере хăй хутса /паллах, çут çанталăк газĕпе/ ăшăтать. Шыв, канализаци пур. Сакăр хваттере Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли янтăланă. Кашни 35-38 тăваткал метр лаптăкшăн Раççей бюджетĕнчен 910,8 пин тенкĕ уйăрнă. Сумлă лару-тăрура Президент хисеплĕ ватăсене хваттер уççине пачĕ. «Чылай çул пирĕн çĕр-шывра патшалăхăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă салтаксен пурнăç условийĕсене лайăхлатас пирки калаçнă. Пĕлтĕрпе кăçал эпир ветерансен ыйтăвне тивĕçтерме пултартăмăр. Ватлăх çулĕ­сене пирĕн хисеплĕ шур сухалсем ăшă та çутă хваттерсенче ирттерччĕр», - палăртрĕ Президент.

Çуртăн пĕрремĕш хутне Владимир Грачев предприниматель арендăна илсе лавкка уçнă. Лаптăкĕ - 260 тăваткал метр. Унта куллен кирлĕ пур тавара туянма пулать. Михаил Васильевич лавкка ĕçченĕсене тавар хакне пĕчĕкрех шайра /пĕрремĕш кун акци ирттернипе кăна мар/ тытса тăма, ытларах Чăваш Республикинче туса кăларнă япаласене сутма сĕнчĕ, ăнăçу сунчĕ.

Патăрьел райповĕ те ырă тĕслĕх кăтартма ĕлкĕрнĕ - пур лавккара та хура тул кĕрпине икĕ хут ытларах чакарса сутма тытăннă. Сиплĕ çимĕçĕн пĕр килограмĕшĕн 46 тенкĕ кăна тÿлемелле.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ­­нче Михаил Игнатьев район активĕпе канашлу ирттерчĕ. Район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина доклад турĕç. Вĕсене сÿтсе явма Шупашкарти «Букет Чувашии» сăра завочĕн генеральнăй директорĕ Олег Мешков, «Красное знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Петр Никифоров, ыттисем хутшăнчĕç. Район чăннипех ăнăçлăн аталанать. Ял хуçалăхĕнче пысăк ÿсĕмсем пур. Социаллă тĕрлĕ программа та ăнăçлăн пурнăçланать. Çакна район республикăри яллă районсен хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче икĕ çул виççĕмĕш вырăн йышăнни те çирĕплетет. Кун пирки Президент «тĕксе илме» те май тупрĕ: «Тен, Патăрьелсен чи малти позицие те йышăнма вăхăт?» Паллах, çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Михаил Васильевич Патăрьелсене тата хастар пулма ырă сунчĕ. (Н. Ларинов)





Республиканская газета "Хыпар"
19 сентября 2011
15:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter