Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн хĕрĕх пĕрремĕш сессий ĕçне хутшăннă.

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн хĕрĕх пĕрремĕш сессий ĕçне хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн пурĕ 26 ыйту пăхса тухнă.Тĕп ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ -Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Ноздряков доклад тунă. Калаçу тĕпрен илсен 2011 çулта тата планпа пăхнă  2012-2013 çулсенче республика бюджетне кĕртмелли улшăнусем çинчен пынă. Республика бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăшĕсемпе тăкакĕсен пайĕ 1 миллиард та 113,3 миллион тенкĕ ӳсет. Ытларах пайĕ федераци бюджетĕнчен кĕрет. Илнĕ субвенцисене çынсене таса шывпа тивĕçтерме яма палăртнă. Тата укçа-тенке çавăн пекех çамрăксем валли çурт- йĕр тума, Хĕрлĕ Чутай тата Тăвай районĕсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем çĕклеме, çул-йĕрсем тунă çĕре яма палăртни çинчен пĕлтернĕ Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Ноздряков. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев палăртнă бюджетра учительсен ĕç укçине тапхăрăн-тапхăрăн ӳстерме пăхса хăварни çинчен пĕлтернĕ. Ĕç укçин шайĕ авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен 14,7%, юпа уйăхĕнчен 6,5% таран ӳсĕ. Ача сачĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçин шайне вăтамран 30% таран ӳстерме пăхса хăварнă. Ларăвăн кун йĕркинчи тепĕр ыйту «Чăваш Республикин «Раççей Федерацийĕн налуксемпе тӳлевсем çинчен калакан саккунĕсемпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене шанса панă налук йĕркелĕвĕн Чăваш Республикинчи ыйтăвĕсем çинчен» саккунăн 36 тата 39 статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕ. Чăваш парламентĕнчи «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти фракцийĕн депутачĕсем 200 лаша вăйĕллĕ двигательлĕ «хурçă ут» хуçисене те «савăнăç кӳнĕ»: вĕсен те налук ӳсмест. Çавăн пекех çак улшăну хăватлă автобуссене те пырса тивмест: вĕсемшĕн налук шайĕ унчченхи чухлех юлать.



02 сентября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter