Кооператив институчĕ умĕнче студентсен ăнăçлăхне, вĕсен çирĕп пĕлĕвне сăнарлакан «Ăслăлăх граничĕ» асăнмалăх паллăна уçнă

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ертӳçи Александр Иванов Шупашкарти кооператив институчĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă. Александр Иванов кунта вĕренекенсене саламланă май, асăннă вĕренӳ учрежденийĕ Чăваш Республикинче сумлисен шутĕнче пулнине палăртнă. «Малалла сирĕн пилĕк çул хушшинче ăс-тăн енчен пуянланса, тĕрлĕ енлĕ хăнăхусене пурнăçа кĕртсе пырса ăста специалистсем пулма тăрăшмалла»,- тесе палăртнă Александр Степанович. Кооператив институчĕ хăйне евĕр традицисемпе палăрса тăрать. Кунта вĕренекенсене лайăх пĕлӳ параççĕ. Институт администрацийĕ хальхи пурнăçпа тан утать, çĕнĕ информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать. «Эсир çĕнĕ вĕренӳ çулне çĕнĕ вăйпа пуçласа, çирĕп ăс-хакăллă студентсем пуласса шанатăп. Пĕтĕмпех хăвăртан килет, çав шутра çĕнĕ технологи енĕпе ӳсĕмсем тăвасси те. Пĕлсех тăратăп, пилĕк çултан çак аслă шкултан пысăк квалификациллĕ специалистсем пулса тухатăр. Кооператив институчĕн ятне яланах çӳлте тытма тăрăшăр!»,- тесе палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ертӳçи Александр Иванов.

Институт умĕнче вырнаçтарнă студентсен ăнăçлăхне, вĕсен çирĕп пĕлĕвне сăнарлакан «Ăслăлăх граничĕ» асăнмалăх паллăна та çав кунах уçнă. Икĕ тоннăна яхăн таякан гранита Казахстанран илсе килнĕ. Чул çине «Чăрмавсем урлă çăлтăрсем патне» тесе çырса хунă. Асăнмалăх паллăна уçнă май студентсем, хăйсен чи çутă ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕччĕр тесе, тӳпене илемлĕ шарсем вĕçтерсе янă. Институт ректорĕ Валерий Андреев йăлана кĕнĕ тăрăх пĕрремĕш курс студенчĕсене пĕлĕвĕн символлă уççине тата билетсем парса чысланă.



02 сентября 2011
12:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter