Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Нефтьпе газ промышленноç ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                 Нефтьпе газ промышленноçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

                              Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çынсене çутăпа тата ăшăпа тивĕçтересси – сумлă та пысăк тивĕç. Эсир хăвăр ĕçĕре пысăк ăсталăхпа тата шанчăклăн пурнăçланине пула пирĕн çуртсенче яланах çутă та хăтлă, промышленность тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсем, шкулсемпе больницăсем, культура çурчĕсемпе спорт керменĕсем тухăçлăн ĕçлеççĕ. Сирĕн хастарлăхăр Чăваш Енри хуласемпе районсене тирпейлĕрех те илемлĕрех тума пулăшать.

Паян нефтьпе газ комплексĕ инноваци çулĕпе аталанать. Отраслĕн республикăри предприятийĕсем малта пыракан меслетсене ĕçе кĕртеççĕ, энергие перекетлекен технологисемпе усă кураççĕ, хăйсем туса кăларакан продукци конкурентлăхне ÿстерме тăрăшаççĕ, социаллă пурнăçпа экономикăн пысăк пĕлтерĕшлĕ проекчĕсене пурнăçланă çĕре хутшăнаççĕ. Чăваш Енпе «Газпром» акционерсен уçă обществин ырă ĕçтешлĕхне пула Шупашкарта Пăр керменĕ çĕкленет, Атăл леш енне газ илсе çитересси тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçланать.

Отрасль ветеранĕсемпе ĕçченĕсене професси ăсталăхĕпе яваплăхшăн тата республикăпа унăн çыннисен ырлăхĕшĕн пултаруллăн ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, пĕтĕм пуçарура çитĕнÿ, ырлăхпа телей сунатăп.

 Чăваш Республикин

  Президенчĕ                                                                                            М. Игнатьев.



02 сентября 2011
18:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter