Вĕренÿ-çĕр-шыв аталанавĕн никĕсĕ

Ĕнер Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Пĕлÿ кунне халалланă уявсене хутшăнчĕ. Чи малтанах вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремĕш курс студенчĕсемпе, преподавателĕсемпе тĕл пулчĕ.

Республикăн тĕп аслă шкулĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх кăтартусемпе кĕрет. ЧПУ ректорĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн канашçи Всеволод Агаков профессор палăртнă тăрăх - çак вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илес текен яланхи пекех нумай, кăçал республикăри шкул пĕтернĕ 5,5 çамрăкран 2 пинĕшне яхăн кăнтăрлахи уйрăм студенчĕ пулса тăнă. Вĕсен пĕлÿ пахалăхĕ те çÿллĕ шайра: пĕрремĕш курс студенчĕсенчен кашни çиччĕмĕшĕ шкула медальпе пĕтернĕ. «Эсир суйласа илнĕ çул çăмăл пулмĕ, анчах тăрăшса вĕренсен сумлă кăтартусемпе çитĕнÿсем патне илсе çитерĕ. Эпир вара сирĕнтен чăн-чăн профессионалсем хатĕрлес тĕлĕшпе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр», - терĕ Всеволод Агаков.

Студентсене Пĕлÿ кунĕпе саламласа Михаил Игнатьев Президент хавхалану, çĕнĕ ÿсĕмсем сунчĕ. «Вĕренÿ - пирĕн çĕр-шывăн инноваци аталанăвĕн никĕсĕ, - терĕ вăл. - Çакна юлашки çулсенче вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕ патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăни те çирĕплетет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Дмитрий Медведевăн пуçарăвĕпе йышăннă «Пирĕн çĕнĕ шкул» программа паха пĕлÿ илме, тивĕçлĕ професси суйлама хушма майсем туса пачĕ. Вĕренÿ пулас ăнăçусем, ÿсĕм валли никĕс хывать. Хальхи саманара паха пĕлÿсĕр, аслă шкул дипломĕпе кăна конкурент пулаймăн». Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççей ректорĕсен союзĕн активĕпе тĕл пулнă чухне Правительство пуçлăхĕ Владимир Путин шăпах вăйлă аслă шкула пула çĕр-шыв пĕрре кăна мар çитĕнÿ туни çинчен каланине те аса илчĕ. Хăй вăл Чăваш патшалăх университетне пысăка хурса хакланине палăртрĕ: «Вĕренÿ заведенийĕн ертÿлĕхĕ, преподавательсен йышĕ, студентсен пĕрлĕхĕ кунта чи лайăх йăла-йĕркене упраса хăварнă, аслă вĕренÿ пахалăхне ÿстерессишĕн тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Университет ят-сумĕ анлă сарăлнă, вăл XXI ĕмĕрĕн чăн-чăн специалисчĕсене хатĕрлет». Вăл ЧПУра тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем, çав шутра чикĕ леш енчи çĕр-шывсенчен килнисем те, туслă, килĕштерсе вĕреннĕшĕн кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Кăçал акă пĕрремĕш курса алла яхăн ют çĕр-шыв çамрăкĕ килнĕ. Салам сăмахĕсем хыççăн Президент ĕçре палăрнисене патшалăх наградисене пачĕ.

Студентсене РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Аппарачĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Валериан Викторов, Федераци Канашăн Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ, философи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Солонин, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç. Валериан Викторов хăй Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ çулсене аса илчĕ, студентсене пысăк ÿсĕмсем тума, преподавательсене тÿсĕмлĕ, çирĕп сывлăхлă пулма ырă сунчĕ.

Çулленхи ырă йăлапа ЧР Президенчĕн стипендийĕн лауреачĕсем тĕрлĕ наци студенчĕсен туслăх монуменчĕ тата И.Я.Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Тĕнче олимпиадисен çĕнтерÿçисем Надежда Арсентьевăпа Андрей Николаев пĕтĕм студент ячĕпе тăрăшса вĕренме, шанăçа тÿрре кăларма сăмах пачĕç. Вĕсене Михаил Игнатьевпа Юрий Солонин студент билечĕсем пачĕç. Всеволод Агаков ректор символ пĕлÿ уççине тыттарчĕ. Ырăлăхпа пĕрлĕхе, туслăха тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине палăртса шурă кăвакарчăнсене пĕлĕтелле вĕçтерсе ячĕç.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн пĕрремĕш курс студенчĕсене К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пухнă. Вĕсемшĕн хăй вăхăтĕнче çак аслă шкулăн студенчĕ, аспиранчĕ пулнă республика Президенчĕ Михаил Игнатьев ятарласа саламлама килни яланлăхах асра юлĕ. Паянхи студентсем - Чăваш Енĕн ял хуçалăхне аталантарас ĕçе витĕмлĕ тÿпе хывма тивĕçлĕ пулас специалистсем.

«Эпĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче /ун чухне институчĕ/ вĕреннипе мăнаçланатăп, - терĕ Президент. - Кунта тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илме условисем çителĕклĕ. Теорие практикăпа çыхăнтарма пулăшакан база та çирĕп. Паян сирĕн тĕп ĕç - вĕренесси. Тăрăшăр, пĕлÿ, хăнăху ытларах илме, ĕçре хăвăрăн пултарулăха туллин кăтартма ăнтăлăр. Производствăра сире квалификацие, пуçарулăха кура хаклĕç. Пурнăç шайĕ мĕнле пуласси те хăвăртан нумай килет».

Ял хуçалăх академийĕнче паха специалистсем хатĕрленине «Россельхозбанкăн» Чăваш регион филиалĕн директорĕ Ирина Письменская та çирĕплетрĕ. Банкпа академи 2007 çулта килĕшÿ тунă. Унпа килĕшÿллĕн аслă шкул 2007-2013 çулсенче «ял банкирĕсем» вĕрентсе кăлармалли пилот проектне пурнăçа кĕртет. Банк чи лайăх студентсемпе аспирантсене стипенди тÿлет. Кăçал ăна тăхăр çын тивĕçнĕ. Ирина Письменская Пĕлÿ кунĕн театрти уявĕнче вĕсене çакна çирĕплетекен свидетельствăсем тата стипенди укçине хунă пластик картăсем пачĕ. Вăл тепĕр ырă хыпар та пĕлтерчĕ: 2011 çулта «Россельхозбанк» филиалне тăваттăмĕш курс пĕтернĕ хыççăнах «ял банкирĕсен» ятарлă курсĕнче вĕренекен пилĕк чи пултаруллă студента ĕçе илнĕ. (А.Лукиянова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 сентября 2011
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter