Шыв шайне çĕклессинче вак-тĕвек çук

Республика Правительствин пуçлăхĕ Олег Макаров ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Шупашкар шыв управне 68 метр шайне çĕклемелли проект документацине хатĕрлесси кун йĕркинчи тĕп ыйту пулнă. Аса илтеретпĕр: çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Аçтăрханта Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев туса пĕтермен Шупашкар ГЭСĕпе çыхăннă лару-тăрăва хакланă май «эпир юлашки татăклă йышăну тăвайманнине кура» вĕçĕмсĕр «икĕ пукан хушшинче ларма», Атăл ăшăхланса пынине сăнама юраманни çинчен каланăччĕ. Шыв шайне çĕклени регионăн экологипе, шывпа тивĕçтерессипе, шыв транспорчĕпе, энергетикăпа çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсене татса пама май парĕ. Самар облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Владимир Артяков, Федерацин шыв ресурсĕсен агентствин ертÿçи Мария Селиверстова гидроузела туса пĕтермелли пирки каланă. Çĕр-шыв пуçлăхĕ проект документацине кăçалах вĕçлеме хушнă.

Чăваш Ен вице-премьерĕ - строительство министрĕ Александр Гончаров инженери хÿтлĕхĕн объекчĕсенчи хатĕрленÿ ĕçĕпе паллаштарнă. Çав объектсенче анлă тĕпчев ĕçне пурнăçлаççĕ - Шупашкар шыв управĕ витĕм кÿрекен зонăна тĕпчеççĕ. Олег Макаров премьер хатĕрленÿ тапхăрĕнчех проекта пурнăçламалли мĕн пур мая шута илмеллине, документацие яваплăха туйса хатĕрлемеллине палăртнă. Асăннă зонăри объектсенче хуçалăх ĕçне пурнăçламалли правăна çирĕплетекен документсене туллин инвентаризацилеме сĕннĕ.

Ларура çавăн пекех грипп тĕлĕшпе эпидеми тапхăрне хатĕрленес ыйтусене сÿтсе явнă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Федоров пĕлтернĕ тăрăх - юлашки 5 çул хушшинче гриппа, ОРВИ чирĕсемпе чирлесси республикăра Раççейри вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех пулнă. Çак туртăма упраса хăварас тесен кăçалхи эпидеми тапхăрĕнче халăхăн 25 процентĕнчен кая мар йыша - 312 пин ытла çынна - иммунизацилемелле. Çапла тумашкăн сиплев препарачĕсем, ытти хатĕр çителĕклĕ. Олег Макаров ерекен чирсенчен сыхланас енĕпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă, çавна май Министрсен Кабинечĕн членĕсене пурне те Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросĕ - 2011» чупу кунне хутшăнма чĕннĕ. (К. Семенов)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
20 сентября 2011
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter