Чупу - сывлăх уявĕ

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен пресса спорчĕн фестивальне, «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çуллен ирттерекен эстафетăна хутшăннисене саламланă. Спорт уявĕ авăнăн 17-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта уçăлнă.

1930 çулта пуçласа йĕркеленĕ ăмăртусем кăçал 73-мĕш хут иртнĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче чи лайăххисем пулмашкăн 2 пин çын ытла кĕрешнĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ эстафетăна çĕнĕлле йĕркелеççĕ. Малтанхи, хула тата район хаçачĕсен призĕсене çĕнсе илмелли стартсем республикăн мĕн пур районĕнче иртнĕ. Унта 10 пин çын ытла хутшăннă. Чăваш Республикин тĕп хулине чи вăйлă командăсем пухăннă.

«Ку - спорта юратакансен пысăк уявĕ, вăл пин-пин çынна пуçтарать. Çак ăмăртусенче яланхи пекех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕ нумай. Эстафетăна кашни çулах ветерансем хутшăнни, çавна май çамрăк ăрăва тĕслĕх кăтартни савăнтарать», - палăртнă республика пуçлăхĕ. Спорт уявне хутшăннăшăн вăл çамрăк çемьесене уйрăммăн саламланă. «Çирĕп çемье - вăйлă граждан обществин никĕсĕ», - тенĕ вăл. Президент командăсене - телейлĕ стартсемпе çĕнĕ çитĕнÿсем, куракансене лайăх канма суннă.

«Çак эстафетăра спортсменсен темиçе ăрăвĕ ÿссе çитĕннĕ. Хăйĕн умне тĕллев лартакан яланах ăнăçусем тăвать», - палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Олимп чемпионки Елена Николаева. Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада призерĕ Екатерина Горбунова спортсменсене ырă суннă: «Халăх йышлăн хутшăнса иртекен çакăн пек ăмăртусем пуррипе талантлă спортсменсем çуралаççĕ. «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илмелли эстафетăна эпĕ хам та пĕрре кăна мар хутшăннă, паян та старта хаваспах тухатăп».

Çăмăл атлетика чупăвне хамăрăн ентеше Андриян Николаев космонавт летчика асăнса ирттернĕ. «Чăваш Ен çăлтăрĕн» тăван кĕтесне чечексем хума Шуршăл ялне «Олимпийский» стадионтан делегаци кайнă.

Сумлă çынсен чупăвне ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Унпа пĕрле старта ЧР Правительствин Председателĕ Олег Макаров, республика министерствисемпе ведомствисенче ĕçлекенсем, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хуласемпе районсен ертÿçисем тухнă. Спорт уявĕ вăхăтĕнче патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен командисен хушшинче йăлана кĕнĕ йĕркепе çăмăл атлетика турнирĕ иртнĕ. ЧР Президенчĕн Администрацийĕн команди республикăн Физкультурăпа спорт министерствин команди хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăннă. (А. Львова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
20 сентября 2011
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter